Çивĕч ыйтусем тавра

28 Çу, 2015

“Çамрăксем çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртни савăнтарать”

"Кризис килет те каять, пурнăç малаллах тăсăлать", - теççĕ пулин те хăйсен ĕçне пуçарса усламçă пулса тăнисем çакнашкал йывăр тапхăрсенче нушине самай кураççĕ. Тĕрĕссипе, предприниматель ĕçне кÿлĕнме пурне те пÿрмен, пуçăнсан та аталанма çăмăл мар.