Чуна уçса калаçар

22 Çурла, 2014

“Эпĕ - чăваш Юратăвĕ, мĕн пур чăваша юрататăп”

Вулакансем хăнăхнă ĕнтĕ - çак рубрика тĕпелне республикăри паллă çынсене яланах Альбина Юрату йыхравлать.

1 Çурла, 2014

“Кун каçипе пĕр пăта та çапмасан çурт юхăнать”

Çĕр çинчи кашни халăхăн хăйĕн тĕнчи. Çак хăтлăхсем пĕр-пĕринчен йăла-йĕркепе, культурăпа, чĕлхепе, тумтирпе, апат-çимĕç хатĕрлессипе уйрăлса тăраççĕ. Эпир чăваш тĕнчинче ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртсе хамăра телейлĕ туятпăр-ши?

18 Утă, 2014

“Ырă туни ырăпа таврăннине чăвашсем ĕнентерчĕç”

Шел те, этемлĕх хальлĕхе чун пуянлăхне виçмелли тараса шухăшласа кăларайман. Телее, чун туприне хаклама урăх майсем пур. Вĕсенчен пĕри - тăван халăх пуласлăхĕшĕн тăвакан ĕçсем. «Чуна уçса калаçар» тĕпелне хăйне евĕр çынна чĕнме кăмăл çуралчĕ.

23 Çу, 2014

Колхоз уй-хирĕ уншăн сцена пулнă

Чăваш эстради ура çине тăнă тапхăрта илемлĕ юррисене халăх патне çитерме пултарнă, тĕрлĕ хисеп хутне тивĕçнĕ Пĕтĕм Раççейри хор обществин республикăри уйрăмĕн яваплă секретарĕ, ЧР халăх пултарулăх çурчĕн аслă методисчĕ Тамара Ишмуратова юрăç паян халăхпа пĕрле хăйĕн 45 çулне паллă тăвать.

25 Ака, 2014

Хваттер сутса телеканал хута янă

Тĕлĕнмелле тапхăрта пурăнатпăр. Темиçе пин çул каялла пĕлтерĕшлĕ хыпара сарас тесе юлан утçăсен, кăвакарчăнсен вăйĕпе усă курнă, халĕ вара радио е телевизор ямалла çеç. Юлашки çулсенче пĕтĕм тĕнчене эрешмен карти евĕр ярса илнĕ Интернет та çынна хыпарпа туллин тивĕçтерет.

Pages