ЧĔНСЕ КАЛАНИ

11 Пуш, 2015

Культура, литературăпа искусство ĕçченĕсен ушкăнĕ республикăри тата ытти регионсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, пайтаçăсене ЧĔНСЕ КАЛАНИ

Халăх вулама пăрахса пынине чылай сăнавçă хальхи вăхăтăн тĕп тата пăшăрханмалли палăрăмĕ тесе шутлать. Нумаях пулмасть кăна-ха вара пирĕн çĕршыва тивĕçлипех «чи нумай вулаканни» тетчĕç. Кĕнеке вулакан наци çеç илемлĕх пахалăхĕсене тата ытти хаклăхсене тĕнче шайĕнче тума пултарать. Вулассипе çыхăннă çивĕч ыйту Раççейри халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварассипе тачă çыхăннă. Литература - темиçе ĕмĕр пухнă культура пуянлăхĕ - хальхи тата пулас ăрусен ăс-хакăл аталанăвĕн тĕп никĕсĕсенчен пĕри. Шăпах ачасем вуламанни паян хытă пăшăрхантарать.