Радио эфирне тухакан кăларăмсен пахалăхĕ сасă операторĕн ĕçĕнчен те нумай килет. Унăн тивĕçĕ — пленкăсене таса та çыпăçуллă тăвасси. Ку ĕçре чĕлхеçĕ те, таврапĕлÿçĕ те пулмалла. Чăвашрадиора сасă операторĕнче 34 çул ĕçленĕ Ольга Любимовăпа паллаштарас килет. Çăмăлах пулман унăн ĕçĕ.
Вăхăт малаллах шăвать. Кивви хыçала юлать. Апла пулин те хăшпĕр чухне иртнине аса илсе пурнăçа тепĕр хут каялла тавăрас килет. Сăнÿкерчĕксем, видео- тата аудиокассетăсем çакна тума май параççĕ. Вăй хушаççĕ, çĕнĕ шухăш çуратаççĕ. Чăваш радиора сасă упрамалли ятарлă пÿлĕм пур.