Чăваш тумĕ

Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче регионсен хушшинчи «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ.

Конкурс тупăшу мар, чăваш тумĕн пĕрлехи пысăк уявĕ пулса тăчĕ темелле-тĕр. Вăл институт фойинче йĕркеленĕ пысăк куравпа уçăлчĕ. Кунта республикăмăрăн мĕнпур районĕнчен, Мурманск, Самар, Оренбург, Иркутск облаçĕсенчен, Пушкăртстанран, Крымран чăвашсем хăйсен тăрăхĕнчи тумтирне, кил-тĕрĕшре усă куракан япалисене илсе килнĕ. Хушпу-теветрен, кĕпе-йĕмрен пуçласа алшăлли, пукане çи-пуçĕ таранах курса киленме май пулчĕ.

Subscribe to Чăваш тумĕ