Чăваш чĕлхи кунĕ

26 Ака, 2016

Чĕлхен те, йывăç пекех, тымарĕ тарăн

Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисен шутне Наци библиотекинче ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ «Чăваш çырулăхĕ йĕркеленни тата аталанни» «çавра сĕтеле» те кĕртмелле. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн ертсе пыракан сотрудникĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов ертсе пычĕ.

26 Ака, 2016

Хамăр мар-тăк кам хисеплĕ?

Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ЮНЕСКО сайтĕнчи материалсемпе кăсăклантăм. Тĕнчери чĕлхесем çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Çапла туни хамăн тăван чăваш чĕлхине ытларах хаклама, хисеплеме, унăн пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ çинчен шухăшлама пулăшасса шантăм. Чăнах та, тĕлĕнмелле пулăмсемпе паллашма май килчĕ.

23 Ака, 2016

Сăмахĕ янăратăр, юрри-кĕвви шăрантăр

Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем пĕрлĕхе пухăннăранпа кăçал вунă çул çитет. Чăваш чĕлхи кунĕ çывхарнă май ассоциаци ертÿçине Зоя Лукинана хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

— Шупашкарта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен ассоциацийĕ 2006 çулхи çурла уйăхĕнче йĕркеленчĕ. Çак ĕçе пуçарса яраканĕсенчен пĕри — мониторингпа аталану центрĕн методисчĕ Надежда Гордеева. Малтанах пĕрлешĕве нумай çул Анисия Игнатьева ертсе пычĕ. 2013 çултанпа ку тивĕçе эпĕ пурнăçлатăп.

22 Ака, 2016

Атнер ХУСАНКАЙ: Чăваш пурнăçĕн хăшпĕр моделĕ кивелнĕ

Тăван кĕтес, çĕршыв, халăх пуласлăхĕ чĕлхепе çыхăннă. Унсăр нимĕн те — халăх та, çĕршыв та пулас çук. Унăн шăпи мал ĕмĕтлĕ çыннăмăрсене, поэтсемпе ăсчахсене уйрăмах кăсăклантарнă. Акă Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай тăван чĕлхи пирки çапла шăрçаланă: «Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп, шухăшлама вĕрентрĕн эс мана». Çулăмлă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши «Йывăр шухăшсем» сăввинче чĕрине ыраттарать: «Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ? Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ?..

22 Ака, 2016

Пĕтĕмлетĕве маччаран илмен

Пурнăç чĕлхесĕр пулмасть, чăваша вырăс чĕлхипе пурнăç тутараймăн, чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ. Пур-ха вăл. Вăл кăна мар, Чăваш чĕлхи кунне те уявлатпăр. Ун пирки Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăну кăларнăччĕ. Çак кун тăван халăхăмăра пĕтĕм пурнăçне панă, ĕçне-хĕлне ăна çутта кăларассипе çыхăнтарнă çыннăмăрăн Иван Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр килет.

Чăваш чĕлхи кунне йышăнасси вăл самантшăн пысăк çитĕнÿ шутланнă. Чăвашлăх ĕçĕнчи пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿ.

Pages