Çĕнĕ технологисем

7 Пуш, 2014

Электромобиль рулĕ умне хăçан ларăпăр-ши?

«Шухăшланине пурнăçа кĕртсессĕн Нобель премине тивĕçĕн», - пахалаççĕ Михаил Ефимовăн ĕçне аслă шкул профессорĕсем. Хăйсен хаклавĕнче шăпах çапла çыраççĕ вĕсем. Ĕмĕтне çунатлантарма сĕнеççĕ. Анчах калама çăмăл - çĕнĕ япала туса кăлариччен çич хут тар кăларма тивет! Манăн та çак хатĕр çинчен тĕплĕнрех пĕлес килчĕ.