Çĕнĕ объектсем

23 Çĕртме, 2014

Çĕнĕ объектсем хута кайрĕç

Республика кунне халалласа иртнĕ шăмат кун "Чăваш Ен" Çу-сыр бази" АУОпа "АККОНД" АУО халăха уяв парни кÿчĕç - çĕнĕ объектсене хута ячĕç. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле РФ Патшалăх Думин депутачĕ Руслан Тихонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков хутшăнчĕç.