«Халăх пуласлăхĕ мĕнлерех килĕ-ши? Камсем халăх ăсĕ те чысĕ пулса тăрĕç-ши?» - тесе пуç çĕмĕрекен нумай паян. Хумхантарать те пăшăрхантарать пуласлăх. Тарăн шухăша пуçĕпех путнă май чылай чух чăваш малашлăхĕ куç умĕнчех çÿренине асăрхамастпăр та. Чăнлăх питĕ ансат: ачасем - пирĕн малашлăх.