Тăватпÿрт вăрманĕнчи улмуççи...
Часах çывăрса каяймарĕ вăл. Пĕр енчен тепĕр енне куçса, шуçса пăхрĕ. Çав самантра пĕрех май ахлатрĕ те, эхлетрĕ те... Ватлăхри шăмшак, виçĕ çул каялла тăруках шалкăм çапнăскер, виттĕр-виттĕр туртса сурчĕ. Ыйхă вĕçнĕ самантра тата юратнă мăшăрне - Кольăна - умĕнчен ямарĕ. Вăл чĕрĕ чухнехи евĕрех, çума-çумăн выртса унпа калаçрĕ.
Çамрăклăха, яшлăха аса илчĕ Феврони аппа. Ума Тăватпÿрт вăрманĕнчи ешĕл çулçăллă, хăлаçа вырнаçайми улмуççи тухса тăчĕ. Анăçран юхса килекен çилпе хумханать хăй. Хăйпе юнашар тăракан çирĕм урлă каçнă каччăпа хĕр ытамĕнче вĕсемпе йăпанать, пăшăлтатать.