Астăвăм

Ывăлĕ — ашшĕ çинчен

"Анисим Асламас май пуррипе çуккине пăхмасăрах кирек ăçта та кĕвĕ хайланă. Унăн архивĕпе паллашнă май кивĕ, вырăнăн-вырăнăн тĕсне çухатнă нота хучĕ тĕлне пултăм. Вăл яланах кĕвĕ хăçан тата ăçта çуралнине кăтартнă. Тĕслĕхрен, "Мускав — Свердловск пуйăс, 2-мĕш çÿлĕк", — çырни пур, унтан кунне тата çулне палăртнă. Е тата: "Мускав хули, "Ударник" кинотеатра кĕрекенсен черетĕнче, 1958 çул". "Çеçпĕл" оперăн хăш-пĕр эпизочĕ 60-мĕш çулсен вĕçĕнче больницăра çырăннă.

Ĕпхÿри П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Максим Ивановăн — Раççей çарĕн А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕн — асăну каçĕ иртнĕ. Аса илтерер: ентеш иртнĕ çул РФ Оборона министерствин самолечĕпе Сирие вĕçнĕ чухне Хура тинĕс çийĕнчи авиакатастрофăра вилнĕ.

Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, сăпайлă, çав вăхăтрах хăйнеевĕрлĕ, Атăл тăрăхĕнчи чи талантлă композиторсенчен пĕриччĕ Чăваш АССР тата РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ А.В. Асламас. Вăл Етĕрне районĕнчи Вăрманкас-Асламас ялĕнче 1924 çулта çуралнă.

Çак кунсенче Наци библиотекинче Мария Васильевнăпа Алексей Анисимович Асламассен асăну каçĕ иртрĕ. Вулакансем астăваççĕ пулĕ-ха: иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче ЧАССР тава тивĕçлĕ ĕçченне Мария Асламаса юлашки çула ăсатма Чехирен килнĕ ывăлĕ Алексей те çĕре вăхăтсăр кĕнĕччĕ. Шăпах салху çак самант пуçтарчĕ те вĕсен тăванĕсене тата Асламассен пултарулăхĕпе кăсăкланакансене вулавăша.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ĕлĕкех пысăк пулнă. Халĕ ялта — 12 урам. Чи вăрăмми — Тутаркасси урамĕ.

Çак урамра Игнатий Молеков çурт лартса тĕпленнĕ. Арăмĕ Анук аппа та çак урамрах çуралса ÿснĕ. 1893 çулта Хуракассинче шкул уçăлнă. Игнатий Николаевич пĕрремĕш вĕренекенсен шутĕнче пулнă. Моляковсен çемйи революциччен те, ун хыççăн та çĕр ĕçлесе пурăннă. Хуçалăхсем йĕркелеме пуçласан вĕсем колхоза кĕнĕ, "Социализм" членĕсем пулса тăнă. Çемьере виçĕ ывăл çитĕннĕ. Чи асли Яков 1911 çулта çуралнă. 1918-1922 çулсенче вăл ялти шкулта вĕреннĕ, унтан Хуракассине çÿренĕ.

Pages

Subscribe to Астăвăм