Ăста

2 Çĕртме, 2016

Ырă кун сунакан чечексем

Комсомольски районĕнчи Киров ялĕнче пурăнакан Тамара Денисовна Григорьева ÿкерес ăсталăхпа професси пĕлĕвĕ илмен, анчах унăн картинисене художникăннипе танлаштаратăн. Паллах, эпĕ ку енĕпе профессионал мар, анчах тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмăн ĕçĕсенче чун пурри сисĕнет.

2 Çĕртме, 2016

Эрешлĕ йывăç - кил-çурт илемĕ

Унăн килĕнче лавккара туяннă сĕтел-пукан çук, çавăнпа шифоньер, стенка, кухньăри гарнитур тата ытти те эрешпе илемлетнине кура куçа та, чуна та савăнтарать. Сахал мар вăхăт иртнĕрен сăнне çухатнине, кĕтесĕсем хăйпăннине кураймастăн.

28 Çу, 2016

Ешерет чечек пахчи

Патăрьел районĕнчи Тĕ­рĕньельте пурăнакан Лариса Суркова йышлă çемьере çитĕннĕ. Сак тулли сакăр хĕр çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшĕ. Екатерина Степановна вĕсене пурне те ачаранах ĕçе хăнăхтарнă.

17 Пуш, 2016

Ушкăнпа ĕçлеме те, канма та аван

- Пĕлетĕр-и, лавккара пĕр хĕрарăмпа калаçса кайрăм. Шăмăршă районĕнчен хăй. Сăмах çумне сăмах хушрăмăр, хамăр кружокра çекĕллĕ йĕппе темĕн тĕрлĕ япала çыхнине асăнтăм. Çав тери тĕлĕнчĕ, ăмсанчĕ. Хăйĕн те çĕннине вĕренес килнине пĕлтерчĕ. "Ай-уй, Шăмăршăран Комсомольскинех çÿреймĕр пулĕ. Çулĕ инçе вĕт", - терĕм çакна. Тем тăвать ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ Любовь Александровна Петрова хăйĕн ал ĕçĕсемпе паллаштарнă май. Пĕчĕк сумкинчен ÿнер ĕçĕсем тухаççĕ тейĕн. Акă пĕр эрешлĕ тутăр туртса кăларчĕ, тепри - тата илемлĕрех, виççĕмĕшĕ унран та чипертерех пек.

30 Юпа, 2015

Сава-пăчкă тытмассерен ...

Катка-пичке ăсталас ĕçе Федор Тихонович Ермолаев ашшĕнчен вĕреннĕ. Тихон Михайлович ку тĕлĕшпе Нăрваш Шăхальте çеç мар, таврара та палăрса тăнă. Ара, вăл вăхăтра ял çынни йывăç савăт-сапапа анлă усă курнă. Пахча çимĕçе, улма-çырлана каткапа йÿçĕтнĕ, тăварланă. Выльăх-чĕрлĕх валли лаххан ăсталанă.

Pages