Ешерет чечек пахчи

28 Çу, 2016

Патăрьел районĕнчи Тĕ­рĕньельте пурăнакан Лариса Суркова йышлă çемьере çитĕннĕ. Сак тулли сакăр хĕр çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшĕ. Екатерина Степановна вĕсене пурне те ачаранах ĕçе хăнăхтарнă.

Чашăк-тирĕк çăвасси, пÿрт-çурт тирпейлесси кĕçĕнреххисем çине тиеннĕ, пахчара çум çумлассипе выльăх-чĕрлĕх пăхасси аслисен тивĕçĕ пулнă. Лариса çемьере çиччĕмĕшĕ пулнă май ытларах çуртри хăтлăхшăн явап тытнă. Пĕчĕкренех чÿрече тулли чечек ÿстернĕ, вĕсен кашнийĕн ятне пĕлнĕ вăл. Кил-çуртра ыттисенчен урăхларах пулнине, хăтлăх хуçаланнине юратнă ачаран. Хĕрĕ чечексем килĕштернине ашшĕ те сиснĕ, çавна май ăна тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса, кĕнекесем туянса панă. Шкулта географи, истори предмечĕсене вĕрентнĕ Иван Александрович.

Çурт, сад тулли чечек паян Лариса Ивановнăн. Пÿрт умĕнчи пĕчĕк пахчара тюльпансем сÿннĕ ĕнтĕ, вĕсен вырăнне кĕçех пионсем çурăлаççĕ. Хыççăн кĕлчечек, лили, астра, гвоздика, георгина, гладиолус, салтак тÿми чечеке лараççĕ. Пÿртĕнчи кашни чÿрече ани çинче, урайĕнче темĕн тĕрлĕ йывăç-курăк ешерет. Сарлака, вĕтĕ çулçăлли те, хăва вулăлли те пур вĕсен хушшинче. Лавккара туяннă чĕрĕ мар чечексем те ытармалла мар. Çапла, çапла, ял çыннисенчен пĕри çак илем умĕнче чăтса тăрайман пĕррехинче. Турата кил хуçи куриччен вăрттăн татса илнĕ те шыва лартса хунă. Çур çул иртнĕ, хайхи вăрланăскер ниепле те тымарланман. «Епле чечек пулчĕ ку, хăрмасть те, ешермест те, Ларисăн вара мачча патнех кармашнăччĕ-çке», — шалт аптранă кинеми, хăйĕнчен ыйтма аванмарланнă. Кÿршисем каласан тин вăл... чĕрĕ мар чечек пулнине ăнкарса илнĕ.

— Каçхине пĕчĕк пахча умне кĕске сак лартса хăваратăп. Çамрăксем чечексен тутлă шăршипе киленсе ларччăрах. Вăхăтĕнче хамăр та çаплаччĕ, улах вырăн шыраттăмăрччĕ. Хальлĕхе вăхăт çитмест, ĕçлеме пăрахсан ял хушшинче пушă выртакан мĕнпур çĕре йăлтах чечек айне путарас ĕмĕт пур, — çапла сывпуллашрĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕ Лариса Суркова.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.