Пирĕн çĕршывшăн питĕ хакла ларнă Аслă Çĕнтерÿ пĕлтерĕшĕ паянхи ăрушăн та чăннипех пысăк. Тĕнчене фашизмран хăтарнă паттăрсене пысăк тав. Çав паттăрсенчен пĕри — Улатăрта пурăнакан Николай Ларин.
Вăрçă пуçланнă кун Галина Сергеева 14-ри хĕрача пулнă. 7-мĕш класс пĕтернĕскер малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Тăван ялта вăтам шкул пулманран е район центрне Вăрмара, е Кавал ялне каймалла пулнă. Анчах çутă ĕмĕтне вăрçă татнă. Эпĕ Галина Александровнăран хăрушă çав хыпара вăл епле пĕлни пирки ыйтрăм.