Анонс

27 Пуш, 2014

Савни хăш тĕне ĕненни пĕлтерĕшлĕ-и?

«Тĕнчере çĕр турă мар, пĕр турă анчах», - тенĕ ватăсем. Çак шухăша ĕлĕк кăна мар, халĕ те калаççĕ туррăн хăватне шанса, ĕненсе пурăнакансем. Чи хакли - чыса, чун тасалăхне, çылăх тăвассинчен хăвна упрама пĕлни. Çакна пăхăнни тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене те пĕр çемьене чăмăртанма кансĕрлемест. Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи ялсенче пулсан вырăнтисем шăпах çавнашкал çемье чылаййине пĕлтерчĕç.

27 Пуш, 2014

«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи улттăмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Александр Плехановăн «Ăнăçу вăрттăнлăхĕсем» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра «Макияж турăм» ÿкерчĕк пур. Кăсăклă çак темăна Николай Ишентей поэт хăйĕн «Капăрлăх сăввинче» малалла тăсать, «химпром» сăнавĕсем пирки вулакана шухăшлама сĕнет.

"Сывлăх", 12/777//, 27.03.2014

Хăмларан - паха эмел.
Сыппа пăчкă кĕрпи ăшăтать.
Кăмпаран - симĕс çу.
Ÿслĕк аптратсах çитерсен.
Компреса тĕрĕс хума пĕлмелле.
Тĕрлĕ орган ĕçĕ пăсăлать.
Пылак çинĕ хыççăн.
Ывăнсах çитсен вăй пухма.

Pages