ачасен флешмобĕ

2 Çĕртме, 2015

Нумай ачаллисен «чун ыратăвне» туйĕç-и?

 Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун обществăн чи кĕçĕн членĕсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе влаçри çынсем уйрăмах тимлĕ пулма тивĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак уява халалланă тĕрлĕ мероприятие çитсе курчĕ. Акă, кăнтăрлачченех тĕп хулара Атăл кÿлмекĕ хĕрринче ачасен флешмобĕ хаваслă иртрĕ.