Икĕ ача амăшĕ... çемçе теттепе çывăрать
Темле йывăр лару-тăрура пурăнакан та пур. Çемьере хирĕçÿ чылай чухне ĕçкĕпе иртĕхнине пула тухать. Арçын кашни кун ÿсĕр килсе мăшăрĕпе ачи-пăчине канăç памасть. Теприсем никама каламасăр çакна ĕмĕрĕпех е пĕр-пĕр инкек пуличчен чăтса пурăнаççĕ. Ĕçкĕçсен çемйинче пуринчен ытларах ачисене шел. Пĕрмай хирĕçни, çапăçни пĕчĕкскерсен чунне, ăс-тăнне амантать. Ĕçке ярăннă çынпа вĕçне-хĕрне тухма çук. Çитменнине, унран çак самантра темĕн те кĕтсе илме пулать. Çавăнпа та ку вăхăтра килтен тухса кайни лайăхрах та пуль. Анчах та ăçта каймалла?