Театр юбилейĕнче министр спектакльте вылясшăн

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче — пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче — Чăваш Енри профессионал театрсен ĕçченĕсем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пухăнчĕç. Кунта республикăри театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

Ăна пирвайхи хут 1999 çулта йĕркеленĕ. Унта яланах хыçа юлнă çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе хаклаççĕ, чи ăнăçлă спектакле, рольсене палăртса çĕнтерӳçĕсене чыслаççĕ. Сцена ăстисен ячĕпе хальхинче те ăшă, ырă сăмах нумай пулчĕ. ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев тухса калаçрĕç. Вĕсем илемпе савăнăç хуçисене Театр кунĕпе саламланă май хăйсен кун-çулне театрпа пĕрре çыхăнтарнă çынсем çав çулран пăрăнманнине, куракана юратнине палăртрĕç. Константин Геннадиевич хăйĕн шалти ĕмĕтне — Чăваш академи драма театрĕн 100 çулхи юбилей каçĕнчи спектакльте пĕчĕк роль те пулин калăплама тĕв тытнине — пĕлтерчĕ. Залра ларакансем министрăн сăмахне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Конкурса тăратнă ĕçсене çичĕ номинаципе хакларĕç. Уяв хуçисем — Чăваш академи драма театрĕ — çĕнтерӳçĕсене чыслама сумлă хăнасене чĕннĕ. Вĕсем — Элĕк, Тăвай, Вăрнар, Вăрмар, Канаш, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай райадминистрацисен пуçлăхĕсем Алексей Куликов, Владимир Ванерке, Леонид Николаев, Александр Тихонов, Владимир Степанов, Ростислав Тимофеев, Александр Башкиров. Малалла вулас...

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.