Тăвайсем çĕнтернĕ

Тунти кунпа ытлари кун республикăри выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсем Тăвай районĕнчи "Акконд-агро" акционерсен пĕрлешĕвĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартнă, конкурсра мала тухассишĕн ăмăртнă. Машинăпа сĕт сăвакансемпе выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсене малтанах ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, республикăри ветслужба ертÿçи Сергей Скворцов, "Чувашское" пĕрлешÿ директорĕ Иван Козин, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламланă. Чăваш Республикин ялавне вĕлкĕштерме уявра машинăпа сĕт сăвакансен 34-мĕш конкурсĕн çĕнтерÿçине Алевтина Тарасовăна ?Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" ЯХПК% тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен 32-мĕш конкурсĕнче мала тухнă Венера Ивановăна ?Тăвайри "Акконд-агро" фирма% шаннă.

"Акконд-Агро" фирмăн сĕт-çу фермине çул тытиччен ăмăртăва килнисем Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕпе паллашнă. Ун хыççăн вĕсен алла хăнăхнă ĕç хатĕрĕ те, хутпа кăранташ та тытма тивнĕ. Çĕнтерÿçĕсене ĕçри ăсталăха хакласа кăна мар, теорине пĕлнĕ тăрăх та палăртнă. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавăнпа унран юлас çук, çĕнĕлĕхе вĕренмелле, алла илмелле.

Выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсен кăçалхи конкурсне районсенчен чăннипех опытлă ăстасем пуçтарăннăран кĕрешÿ минутсерен хĕрсе пынă. Машинăпа сĕт сăвакан операторсенчен хăнасене йышăннă кил хуçисене çитекенни пулман. "Акконд-агро" фирма доярки Екатерина Георгиева 1-мĕш вырăнта. Етĕрне районĕнчи "Заветы Ильича" хуçалăхри Светлана Григорьева 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Хисеплĕ 3-мĕш вырăнта - Елчĕк районĕнчи "Сатурн" хуçалăх доярки Ирина Кукурузова.

Выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ĕçре ветеринарсен тÿпи пысăк. Çак ĕçре тăрăшакансен ăмăртăвĕнче Комсомольски районĕнчи "Рассвет" хуçалăхри Петр Зверев чи пысăк кăтартупа çĕнтернĕ. Тăвайри "Акконд-агро" пĕрлешÿри Венера Иванова унран кăшт юлса 2-мĕш вырăна тухнă. Элĕк районĕнчи "Новый путь" хуçалăхри Татьяна Гордеева 3-мĕш вырăнта.

Маттурсене Дипломпа, Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе, хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

Ирина Павлова.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.