- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăватă хут телейлĕ
Юлашки çулсенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи пепкисене çуратакан хĕрарăм нумайланчĕ. Çакăнта çемьесене патшалăх пулăшу кÿни те витĕм кÿчех. Ача-пăчана хамăр валли, хамăр вăя шанса çурататпăр пулин те амăшĕн капиталĕ те, республика ертÿçин 100 пин тенкĕлĕх сертификачĕ те, çĕр лаптăкĕ те - пурте кирлĕ. Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан тăватă ачаллă Котмаковсем те çемье капиталĕпе усă курса кил-çурт çавăрнă. Тĕрĕссипе, вĕсен килĕнче пилĕк тĕпренчĕк ÿсет. 14-ри Кристина - Наташăпа Сергейăн опекăна илнĕ хĕрĕ.
Кристина - Наташăн шăллĕн ачи. Валера сакăр çул каялла мотоциклпа çапăнса вилнĕ. Ĕçкĕпе иртĕхекен амăшĕ пĕртен-пĕр хĕрне лайăх пăхман. "Хăвăрпа пĕрле илсе кайăр", - тесе хĕрача асламăшĕпе Наташăна пĕрмай йăлăннă. Халĕ Кристина амăшĕ çинчен аса та илесшĕн мар. Ун патне хăнана кайса курма сĕнсен те хирĕçлет-мĕн.
Наташăпа Сергейăн умлă-хыçлă виçĕ ывăл кун çути курнă. Çамрăк мăшăр хĕр çураласса тем пекех кĕтнĕ. Вĕсен сăмахне Турă илтнĕ - тăваттăмĕшне хĕр парнеленĕ.
Мăшăрĕ декретра чухне Сергей Васильевичăн пысăк çак йыша тăрантарма тивет. Арçын Омскра стройкăра тăрăшать. Киле таврăнсан та пĕр минут та ахаль лармасть вăл, ун валли ĕç тупăнсах тăрать. Çамрăк мăшăр йĕри-тавра хуралтăсем çĕкленĕ. Хушма хуçалăха аталантарма банкран кивçен те илме тивнĕ. "Çамрăксене çăмăлах мар халĕ. Çывăхра ĕç çукки уйрăмах кансĕр. Пысăк çемье валли пÿрт те пĕчĕкрех", - шухăшне палăртрĕ Наташăн амăшĕ Зинаида Дмитриевна. Вăл та хĕрĕпе кĕрĕвне май пур таран пулăшать, куç тулли мăнукĕсене пăхса савăнать.
Манăн шухăшпа, упăшка кахал, ăна шанма çук пулсан, кÿрентерсен хĕрарăм сак тулли ача-пăча çуратас çуках. /Ăнăçсăр çемьесем пирки каламастăп./ Арçынпа хĕрарăм хушшинче юрату, ăнлану хуçалансан кăна çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç килет. Вăл çемьене татах тĕреклетет. Пĕр ачаран "атте", "анне" тенине илтмешкĕн мĕнешкел кăмăллă, ку енĕпе Наташăпа Сергей тăватă хут телейлĕрех.
Алина ИЗМАН.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас