Тăватă çул кĕтнĕ хыççăн

Тÿсĕмлĕ çав ял çынни. Хăйĕн вăйĕпе çурт хăпартнă чухне мĕн чухлĕ тертленет пулĕ. Ăна туса пĕтерсен, пурăнма куçас тенĕ вăхăтра та, нуши хыçранах çÿрет. Ĕмĕтленнĕ çурта куçасси темех мар, анчах паянхи ăру çутăсăр пурăнма хăнăхман-çке. Çĕнĕ урамра электричество çутине кĕтсе тепĕр чухне темиçе уйăх вырăнне виçĕ-тăватă çул та иртет. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашсене аса илсен тĕлĕнетĕн: вун-вун çул кĕтме те чăтăмлăх çитерет çын хăйĕн çĕнĕ çуртне йĕркеллĕ электричество çути çитессе. Йывăр тапхăр пулнă та иртнĕ. Турра шĕкĕр, халĕ эпĕ асăннă ялти çĕнĕ урамра лару-тăру ку енпе чиперех.

Çĕнĕ урамсене электрификацилемелли программа республикăра 2010 çулта пурнăçланма тытăннă. Çав çулхине ун чухнехи Промышленноçпа энергетика министерстви 223 объекта ?урамсене% çутăпа тивĕçтерме хатĕрлес тĕлĕшпе подряд организацийĕсемпе 63 килĕшÿ тунине палăртрĕ строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр министрĕн çумĕ Сергей Аркадьевич Безруков. Патшалăх килĕшĕвĕсен калăпăшĕ пĕтĕмпе 321,7 млн тенке çитет. Анчах алла укçа илсен хăш-пĕр организаци хăйĕн тивĕçне вĕçне çитиччен пурнăçлама васкаман. Çакăн çинчен министр çумĕ республикăри журналистсене çавнашкаллисен аллине лекнĕ объектсемпе паллаштариччен каласа кăтартрĕ.

Пĕри йĕркеллĕ ĕçлемесен теприне шанса пама пулмасть-ши тетĕр-и? Пулать, анчах пурнăç йăлтах саккуна пăхăнса, тĕрĕсрех каласан, суд урлă тума ыйтать. Суд ĕçĕ, хăвăрах пĕлетĕр, хăвăрт пулмасть. Çавăнпа вăхăт тăсăлать. Ял çынни, паллах, тарăхать.

Сергей Аркадьевич асăннă тăрăх - "Степ", "СтройГранд-Сити", "Сатурн-Строй" пĕрлешÿсем япăх ĕçлекен организацисен йышне ?реестрне% лекнĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕ тĕлне çак организацисен айăпĕпе республикăра 6 объекта çутă вăхăтра илсе çитереймен. Паян вĕсенче, паллах, урăх подрядчиксем тăрăшаççĕ. Ĕç пырать. Темле йывăр пулсан та ăна вĕсем çĕнĕ çулччен вĕçлеççĕ. Апла Муркаш районĕнчи Вăрманкасси ял тăрăхĕнче ?кунти пĕр объектра трансформатор подстанцийĕ вырнаçтарман%, Канаш районĕнчи Асхвара, Муллаварта тата Энтриялĕнче, Хĕрлĕ Чутай салинче тата çак районти Атнарта пурăнакансем Çĕнĕ çул уявне çĕнĕ çуртра тата нушалантармасăр савăнтаракан электричество çутипех кĕтсе илĕç.

Шупашкар районĕнчи Якутар ялĕн ?Çĕньял ял тăрăхĕ% çыннисен кил-çуртне тăватă çул кĕтнĕ çутă кăçалхи юпа уйăхĕнче аран çитнĕ. Хăйсем мĕнле нушаланнине вĕсем пĕр-пĕрне пÿлсе каласа кăтартма хатĕр. Çук, пач çутăсăр ларман çав тапхăрта, анчах паян-ыран тÿнсе каясла ларакан свет юписем мĕн чухлĕ шиклентермен пулĕ "Садовая" урамра пурăнакансене. Иртсе пыракан пĕчĕк ача çине ÿксе инкек кăтартасран Турăран та пулăшу ыйтнă пулĕ хăшĕ-пĕри. Малтанхи юпасене çак урам çыннисем 20 çул каялла укçа пуçтарса хăйсен вăйĕпех лартнă-мĕн. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Зубков ăнлантарнă тăрăх - Якутар пысăк ял мар. Малтан унта 22 çурт пулнă. 1990 çулсенче халăха çĕр валеçме тытăнсан кунта тата 58 çын çурт лартма кăмăл тунă. 20 çул хушшинче çутă юписем, паллах, кивелнĕ. Электричество вăйĕ çитсе пыманран çынсем пайтах нушаланнă. Çутă пралукĕ татăлсан хăйсем сыпа-сыпа тертленнĕрен вырăнти пуçлăха мĕн чухлĕ вăрçман-ши?

Урама çутăпа тивĕçтерме аукцион выляса илнĕ "Степ" организаци мĕншĕн япăх ĕçлени паллă мар. 2009 çултанпа вăл Якутарсене кирлĕ пек пулăшайман. Унпа тунă килĕшĕве пăрахăçланă хыççăн килни вара кĕске тапхăртах ĕçе вĕçленĕ. Ĕçе пурнăçлама республика хыснинчен 1300 пин тенке яхăн укçа уйăрнă.

Канаш районĕнчи Муллаварти икĕ çĕнĕ урамра пурăнакансем те "Сатурн-Строй" подряд организацийĕн явапсăрлăхне пула электричество çутине 4 çул кĕтеççĕ. Ял хула çывăхĕнче вырнаçнăран нумайăшĕ кунта çурт лартма ĕмĕтленнĕ. 15 çуртран тăваттăшĕнче çынсем хальччен пурăнкаланă темелле. Çутăна юнашар урамри çуртсенчен илсе тăнă. Урăх ниçта та пурăнма май килменнисен ирĕксĕрех çапла тума тивнĕ. Паян кунта çĕнĕ организаци ĕçленине пĕлтерчĕ Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Иванов. "Энергосетьстрой РСП" пĕрлешÿ Муллаварсене электричество çути декабрь уйăхĕнче çитессе шантарать.

Мĕнех, пурнăç кăтартĕ. Республикипе илсен 2010 çултанпа кăçалхи октябрь уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле 217 объекта хута янă ?вĕсенчен 26-шĕ - "МРСК Волги"-"Чувашэнерго" акционер обществин инвестици программипе%, тепĕр 16 объектра палăртнă ĕçе вĕçленĕ, паян документсене кирлĕ пек хатĕрлесе çитерессипе тăрăшаççĕ.

Ирина Никитина.

Сăнÿкерчĕке www.cap.ru сайтран илнĕ

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.