Тăватă çĕнтерÿçĕ

6 Утă, 2015

Самар облаçĕнче иртнĕ "iВолга-2015" форум çак кунсенче хупăннă. Ăслăлăхпа çыхăннă куравсенче Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан çамрăк ăсчахсен ĕçĕсемпе паллашма май пулнă.

Форума килнĕ çамрăк ăсчахсем, хастарсем грант çĕнсе илме конкурса проектсем тăратнă. 2200 ĕçрен 57-шĕ малти вырăнсене йышăннă. Кăçал грант фончĕ 11 миллион тенкĕпе танлашнă. Малти вырăнсене йышăннисем РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ умĕнче хăйсен проекчĕсене хÿтĕленĕ. Çĕнтерÿçĕсене форум хупăннă кун палăртнă. 1-мĕш вырăна тухнисем 300 пин тенкĕ илме тивĕçнĕ. "IВолга-2015" форума хутшăннисенчен 18-шĕ Байконур космодрома каймашкăн сертификатлă пулнă.

57 çĕнтерÿçĕрен 4-шĕ - Чăваш Енрен. "Политика" сменăра проект хÿтĕленĕ Роман Васильев 3-мĕш вырăн йышăнса 150 пин тенке тивĕçнĕ. "Инноваципе техника пултарулăхĕнче" 2-мĕш вырăна тухнă Николай Иванов 200 пин тенкĕллĕ пулнă. Эдуард Степанова 150 пин тенкĕпе хавхалантарнă. Диле Тимруковăн ĕçĕ 400 пин тенкĕпе танлашакан гранта тивĕçнĕ.

Елена МИШИНА.

Рубрика: 
Теги: