ТĂВАРЛĂ ШЫВПА

9 Раштав, 2015

Шлаксемпе тулса ларнă пыршăлăхра бактерисене аталанма условисем çителĕклĕ, вĕсем усăллă микрофлорăна пĕтереççĕ. Çакна пула организм витаминсемпе микроэлементсене кирлĕ чухлĕ йышăнаймасть. Тÿрĕ пыршăн хÿтлĕхсĕр стенкисем урлă наркăмăшсем сăрхăнса кĕрсе пĕвере лекеççĕ. Ку ват шĕвекĕн тытăмĕ улшăнасси, ват хăмпинче чулсем пухăнасси патне илсе çитерет.

Пыршăлăх шлаксемпе тулса ларнин паллисем çакăн пек.

Час-часах пуç ыратать, çаврăнать.

Çăвартан япăх шăршă кĕрет.

Чĕлхе çине шурă сий пухăнать.

Хырăма йывăр туйăнать.

Вăрах ывăнчăклăх аптратать.

Ыйхă вĕçет.

Сăмса-пырăн вăрах чирĕсем аталанаççĕ.

Çÿç патракланать, тăкăнать.

Çăпан, шатра тухать, ÿт виселенет.

Çавăнпа пыршăлăха тасатни пĕлтерĕшлĕ. Кунта тăварлă шыв витĕмлĕ пулăшать. Процедурăна канмалли кун ирхине выç хырăмла тумалла. 3 литр ăшă шывра 3 апат кашăкĕ тинĕс тăварĕ е тасатман апат тăварĕ /нерафинированная поваренная соль/ ирĕлтермелле. Тăварлă шыв вар-хырăм çулĕ тăрăх пачах сăрхăнса кĕмесĕр тенĕ пек иртет, апат ирĕлтерекен пĕтĕм тытăма тасатать.

1 стакан тăварлă шыв ĕçмелле, çирĕп йĕркепе аялта илсе кăтартнă хăнăхтарусен комплексне тумалла.

1. Тăмалла, урасене 30 сантиметр сарлакăш сарса тытмалла, алăсене çÿлелле çĕклемелле, пÿрнесене хĕреслентермелле, ывăç тупанĕсене çÿлелле çавăрмалла. Кашни еннелле тăватшар хут авăнмалла.

2. Урасене çавăн пекех сарса тăмалла, сылтăм алла малалла тÿрĕ тăсмалла, сулахаййине хуçлатса кăкăр çине хумалла. Кĕлеткене сылтăмалла çавăрмалла, тăснă алла май килнĕ таран хыçаларах яма тăрăшмалла, çак вăхăтра пÿрнесен вĕçĕсем çинелле пăхмалла. Каялла тÿрленсе тăмалла. Унтан тÿрех алăсене улăштарса тепĕр еннелле çаврăнмалла. Кашни енне - тăватшар хут.

3. Урайне выртмалла, алăсемпе тата урасемпе «отжимани» хускану тунă чухнехи пек тĕревленмелле. Çурăма ирĕклĕ авса тытмалла. Ура тупанĕсем хушшинче 30 сантиметр пулмалла. Пуçа, хулпуççисене, кĕлеткене, алăсемпе тĕревленнĕ май, тепĕр енчи ура кĕлине курмалла çавăрмалла. Каялла выртмалла та тÿрех тепĕр еннелле çакăн пекех çаврăнмалла. Кашни енне - тăватшар хут.

4. Кукленмелле, ура тупанĕсене купарчасен сарлакăшĕнче тытмалла, алăсене чĕркуççисем çине хумалла. Сулахай чĕркуççине сылтăм ура тупанĕ патне антармалла, кĕлеткене сылтăмалла çавăрмалла, хырăма, сылтăм пĕçĕн шал енне хĕстермелле, кĕлеткене май килнĕ таран ытларах çавăрса хыçалалла пăхмалла. Каялла майланса лармалла та хăнăхтарăва тепĕр еннелле тумалла: сылтăм урана сулахай ура тупанĕ патне антармалла, кĕлеткене сулахаялла çавăрмалла. Кашни енне - тăватă хут. Хăнăхтарăва шăпах сылтăм енрен пуçламалла.

Çакăн хыççăн 2-мĕш стакан тăварлă шыв ĕçмелле те хăнăхтарусене малалла тумалла. Çапла шывпа хусканусен комплексне черетлесе 6 стакан тăварлă шыв ĕçсе ямалла. Çак вăхăтра туалета каймалла. Чылай чухне тÿрех тула тухас килет. Анчах пилĕк минутран та тухаймасан хăнăхтарусен комплексне шыв ĕçмесĕрех çĕнĕрен тумалла. Капла та май пулмарĕ-и? Апла тăк организма ахаль шывпа клизма лартса пулăшмалла.

Пыршăлăха тасатас ĕç йĕркене кĕрсенех схемăпа сипленме пуçланмалла: пĕр стакан шыв - хăнăхтарусем. Пыршăлăхран тухакан шыв тасаличченех çак меслетпе сипленмелле.

Пĕлтерĕшлĕ!

Туалета кайса килмессерен кутанана ăшă шывпа çумалла, тип çу е вазелин сĕрмелле. Ку тăвара пула ÿт сиенленесрен хÿтĕлет.

Юлашкинчен хырăмлăха тасатма 3 стакан тăварлă мар шыв ĕçсе хăссан лайăх. Çакăн хыççăн çур сехет канмалла та тăвар яман рис пăтти çимелле. Хырăмлăха пĕр сехетрен ытла пушă хăварма юрамасть. Апат хыççăн пĕр сехетрен кăна шĕвек ĕçмелле. Сăмах май, пĕтнĕк çулçин, эмел курăкĕн, çăка чечекĕсен шĕвĕ чейсем аван. Иккĕмĕш хут апатланма пăтă, вегетариан яшки, пăшăхланă пахча çимĕç хатĕрлеме сĕнеççĕ.

Асăрханăр! Тăварпа тасатмалли процедурăсем вар-хырăм тракчĕн çивĕч чирĕсем, вăраха кайнисем вĕрĕлнĕ, геморрой, пыршăлăхăн усал шыççи, колит, варвитти, хырăмлăх язви, тахçан хырăмлăхра тата пыршăлăхра юн кайнă, юн кĕвелеслĕх пысăк пулсан, хĕрарăмсене уйăх хушши вăхăтĕнче тата ача кĕтнĕ тапхăрта юрамаççĕ. Пыршăлăха тасатма пуçличчен тухтăрпа канашламалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.