Пĕр тăвансен паттăрлăхĕпе вилĕмсĕрлĕхĕ

1 Нарăс, 2014

Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче çак кунсенче Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 70 çул çитнине халалласа «Сан паттăрусем, Ленинград» ятпа курав уçăлчĕ. Фойере вырнаçтарнă стенд пысăках мар, анчах та питĕ пуян. Куравра - Ленинграда хÿтĕленĕ паттăрсен сăнĕсем, вĕсен çар докуменчĕсемпе вăрçăран янă çырăвĕсем, тумĕсем, эвакуаци шучĕпе куçарса килнĕ ачасем çинчен çырса кăтартнă истори...

Ленинграда хÿтĕленĕ пĕр тăван Игнатьевсем... Пиллĕккĕшĕ те çап-çамрăк, моряк тумĕпе. Пĕрин хыççăн тепри вăрçа тухса кайнăскерсем пурте Балти флотĕнче çапăçнă. Пĕр тăвансем - Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕнчен. Çемьери вăталăххи Павел Лăпкă океан флотĕнче çарта тăнă. Ăна кура Миша та карапсемпе кăсăкланма тытăнать. Шкул пĕтерсенех чăваш каччи хăй шăпине флотпа çыхăнтарать: 1936 çулта Аçтăрханти шыв транспорчĕн техникумне вĕренме кĕрет. Салтак атти тăхăнма вăхăт çитсен Балти флотне лекни савăнăç кăна кÿрет ăна. Чи пысăк ĕмĕчĕ тинех пурнăçланать, вăл та халь пиччĕшĕ пекех моряк. Шыв айĕн ишме вĕрентекен шкул хыççăн «С-7» экипажа лекет. Вăрçă пуçлансан виççĕмĕш кунах çапăçăва кĕме тивет Мишăн. Шыв киммине нимĕç икĕ катерĕ тапăнать...

Пĕр тăвансем, мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕринчен тĕслĕх илсе ÿснĕскерсем, пиллĕкĕшĕ те вăрçă вăхăтĕнче моряк тумĕпе çапăçаççĕ. Çемьере икĕ Иван пулнă: чи асли тата ун хыççăнхи. Арпаштарасран кĕçĕнреххине ашшĕпе амăшĕ Ванюк тесе чĕннĕ. Пачăшкă пĕрешкел ят хунă-мĕн. Чи кĕçĕнни Василий Ленинградра пиччĕшĕпе Мишăпа тĕл пулать. Калаçма та ĕлкĕреймеççĕ, çав самантра тăшман бомба тăкма пуçлать. Çав çулхинех, юпа уйăхĕнче, пиччĕшĕпе шăллĕ тепĕр хутчен курнăçаççĕ. Кимĕпе кĕç-вĕç çар походне тухса кайма хатĕрленнĕ Миша питĕ салхуллă пулнине асăрхать тăванĕ. Чунĕ сиснĕ-ши, шăллĕпе сыв пуллашнă май тăрук çапла калать асли:

- Атя-ха, Вася, калаçса татăлатпăр, енчен те эпĕ таврăнаймасан хăвăн ывăлна ман ята пар. Енчен те санпа мĕн-тĕр пулсан, эпĕ хамăн ывăла Василий ят хурăп.

Сыв пуллашаççĕ, шел те, ĕмĕрлĕхех. Миша таврăнаймасть, ку хутĕнче нимĕç фашисчĕсем субмаринăна путараççĕ. Тăшманăн темиçе экипажне тĕп тума хутшăннă Михаил Игнатьева виличченех Ленин орденĕпе наградăлаççĕ.

Пилĕк ывăлран виççĕшĕ çеç таврăнать вăрçăран. Йывăр аманнă Иван киле çитсен нумай та пурăнаймасть. Василий пиччĕшĕн сăмахне асран кăлармасть, авланса çемье çавăрать. Ывăл çуралать. Ăна Миша ят параççĕ. Халĕ Шупашкарта пурăнакан Михаил Васильевич музея чылай документпа пулăшнă, вырăн сахалрах пулнăран йăлтах вырнаçтарма та май килмен. Ашшĕн кĕпине, çырăвĕсене курма май пур. Ашшĕн тата куккăшĕсен паттăрлăхĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр Михаил Игнатьев.

Игнатьевсем шкулта лайăх вĕренни, тăрăшуллă пулни вăрçăран янă виç кĕтеслĕ хыпарсенчен те курăнать. Хитре почеркпа, пĕр йăнăшсăр шăрçаланă, чуна пырса тивекен çырусене вулама та май пулчĕ куравра.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пирĕн республикăра 18 ача çурчĕ хута кайнă. Вĕсенче вăрçă пыракан тăрăхсенчен эвакуаци шучĕпе куçарса килнĕ виçĕ пин ачана вырнаçтарнă. Çав шутран 380-шĕ - Нева хĕрринчи хуларан. Ишекри, Кÿкеçри ача çурчĕсенче блокадăри Ленинград хулинчен килнĕ çĕр-çĕр ача хÿтлĕх тупнă. Унка лекнĕ хулари ачасене Нева шăнман чухне - çар карапĕсемпе, пăр ларсан машинăсемпе куçарнă. Нимĕç самолечĕсем вĕсем çине пĕр шелсĕр бомба тăкнă. Антонина Бургулова шăпах салтаксем валли çул картти хатĕрлекенни пулнă. Стенд çинче унăн тата эвакуаципе Чăваш Ене килнĕ ачасен сăн ÿкерчĕкĕсене курма пулать. Тăлăхсен куçĕсенче - хурлăх, куççуль...

Ан тив, куравра стенд нумаях та мар, анчах та кунта Ленинград хулин тата унта пурăнакансен, пирĕн ентешсен вышкайсăр паттăрлăхĕпе вилĕмсĕрлĕхĕ сăнланнă. Чи хăрушă та юнлă блокада чуна çÿçентерет, куççуль кăларать.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.