Тăванла халăхпа сапăр пулар

17 Авăн, 2014

Украинăран тарса килнисем пирĕн пулăшăва, ыр кăмăллăхпа хăтлăха туйсах тăччăр

Чăваш тата Украина каччисен Андриян Николаевпа Павел Поповичăн уçлăхри пĕрлехи вĕçевĕ хыççăн икĕ халăхăн туслăхĕ татах çирĕпленнĕ. Ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем те пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме тытăннă.

Кăçал Украинăран çынсем тарса килме тытăнсан чăваш халăхĕ вĕсене тăвансем пекех ăш пиллĕн йышăнчĕ, пурне те вăхăтлăха пурăнмалли пунктсене вырнаçтарчĕ, йăла тата социаллă условисемпе тивĕçтерчĕ. «Контур» АУО, «Чăваш Ен-курорт» санатори, «Заимка» турбаза, ытти те, çавăн пекех уйрăм çемьесем те хапăл йышăнчĕç.

Чăваш Енре хальхи вăхăтра Украинăран тарса килнĕ 1289 çын пурăнать. Çурри ытларахăшĕ производствăра вăй хума пултарать. Пĕр пайĕ ĕçе вырнаçнă ĕнтĕ. Шел те, чылайăшĕн шалăвĕ пысăк мар, çав вăхăтрах урăх çĕр-шыв çынни пулнă май тупăшран 30% налук тытаççĕ /гражданлăх йышăнсан налук виçи пирĕн пекех 13% пулать/. Хĕл çывхарнă май ăшă тумтир, атă-пушмак туянмалла. Вĕсене валли кĕмĕл пурин те çитмесен те пултарать.

Ĕнер ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче журналистсемпе брифинг иртрĕ. Унта ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова тата РФ Миграци службин Чăваш Енри управленийĕн пай пуçлăхĕ Вячеслав Степанов хутшăнчĕç. Галина Михайловна спонсорсене МИХ кăларăмĕсем урлă нуша тÿснисене ăшă тумтирпе /уйрăмах атă-пушмакпа/ пулăшмашкăн чĕнсе каларĕ, йышăну çурчĕн адресне пĕлтерчĕ: Шупашкар, Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн урамĕ, 21 «а».

Ачасемпе çамрăксен шăпипе Светлана Владимировна паллаштарчĕ: «Шкул çулне çитменнисем - 155. 67-шне садике вырнаçтарнă, ыттисем амăшĕсемпе пĕрле. Шкулсенче 199 ача вĕренет, 25-шĕ - пĕрремĕш класа кайнă. Шкул программи хăйсеннипе пĕрешкел мар та, учительсем вырăс чĕлхипе хушма занятисем ирттереççĕ, уйрăмшарăн та ĕçлеççĕ. Чылай ача пĕлĕве çирĕплетме пĕлтĕр вĕреннĕ класах çÿрет. Техникумсемпе колледжсенче - 18, вузсенче 9 çамрăк пĕлÿ пухаççĕ».

Шăпăрлансем садикре япăх çывăраççĕ иккен, вырăн çинчен ÿкекен те пур. Бомба-снаряд кĕрлевĕнчен хăрани халĕ те иртмен. Çĕнĕ вырăна хуллен хăнăхаççĕ. Ачасем çеç-и, çитĕннисем те. Хăшĕ-пĕри хăйне халĕ те чирлĕ çын евĕр йывăр туять. Кăмăлĕ пусăрăнчăк. Ĕмĕрĕпе пухнă мул самантрах кĕл купине çаврăннăшăн епле кулянмăн-ха? Тепри хваттере халĕччен çаратса пĕтерчĕç пулĕ тесе пăшăрханать. Кунта вĕсем хăйсене вăхăтлăха хăнана килнĕн туяççĕ. Самана йĕркеленсе çитсенех каялла каясшăн.

Украинăпа çывăх Ростов, Воронеж облаçĕсенчен мирлешÿ тапхăрĕнче çĕр-çĕр çемье килĕсене таврăннине Вячеслав Витальевич та çирĕплетрĕ.

- Инкек тÿсекенсене йывăр хуйхăпа касăлма парас марччĕ, - терĕ Светлана Петрова. - Куратор пулса шефа илесчĕ. Кану кунĕсене пĕрле ирттерме майсем шырасчĕ, ăшă сăмахпа та пулсан чунĕсене йăпатасчĕ.

Хĕн курман çын ыттисен хуйхи-суйхине ăнланмасть теççĕ. Никамăн та инкек тÿсес марччĕ, çав вăхăтрах тарса килнисемпе йывăр вăхăтра сапăр пулмалла. Тăванла халăх пирĕн пулăшăва, ыр кăмăллăхпа хăтлăха туйсах тăтăр.

Федераци бюджетĕнчен паракан укçана куçса килнисене алран памаççĕ, ăна вăхăтлăха хÿтлĕх панă учрежденисене куçараççĕ. Пурăнтарнăшăн, апат çитернĕшĕн, хăтлăх кÿнĕшĕн татăлма. Брифингра сăмах çакăн çинчен те пулчĕ.

Медицина ĕçченĕсем хăнасене çитнĕ кунах тĕрлĕ чир-чĕр пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. СПИД, ВИЧ, сикекен ытти чир... Галина Михайловна ку енĕпе лару-тăру йĕркеллех пулнине пĕлтерчĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ