- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван тăрăхне — парнепе
Тĕнчере хăй мĕнле тивĕçе пурнăçласса малтанах кам пĕлет? Вăхăт кăна пурăна киле йăлтах уçăмлатать. Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче çуралса ÿснĕ Виктор Егоров, ÿнер тĕнчинче Аванмарт хушма ятпа палăрнăскер, хăйĕн пурнăçĕнче Ă сас паллине халалласа палăк лартасса /хăй çуралса ÿснĕ кĕтесре тахçан Ăлкино ялĕ пулнине асра тытса/ кам шухăшласа илме пултарнă? Пултаруллă хăйне евĕр скульптор темиçе çул каяллах ырă йăла пуçарнă: «Аванмарт премийĕн» çулталăкри хуçине палăртать те черетлĕ лауреата сертификатпа тата хăй ăсталанă кÿлепепе чыслама васкать.
Кăрлачăн 4-мĕшĕнче хальхи вăхăтра Чĕмпĕр хулинче пурăнакан Виктор Глебович, тĕрлĕ çулта скульптура хайлавĕсемпе тĕнче ăмăртăвĕсенче те — Польшăра, Италире — мала тухма пултарнă-скер, тăван тăрăхне килсе çитнĕ. Етĕрнери ÿнерпе тавра пĕлÿ музейĕнче Çĕнĕ çула халалланă мероприятие хавхаланса пырса кĕнĕ вăл. Шăпах çакăнта «Аванмарт парни — 2019» премие тивĕçнĕ çынпа курнăçма шак хунă ÿнерçĕ. Автор скульптурипе тата ятарлă сертификатпа вăл Етĕрне тăрăхĕнчи тавра пĕлÿçĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçине, асăннă музей фончĕн управçине Нина Долговăна тата филологи наукисен тухтăрне Андрей Иезуитова чысланă.
Эксклюзивлă кÿлепене кама парнелессине художник çулталăкра ырă ĕçпе кам ытларах палăрнине шута хурса йышăнать-мĕн. Халăхра ырă ят илнĕ çын-и е нимĕнпе те чапа тухмасăрах хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлакан-и — çакă пĕлтерĕшлех те мар уншăн. Ку таранччен унăн харпăр премине Геннадий Волков, Геннадий Айги, Вера Кузьмина, Борис Чиндыков, Николай Казаков, Августа Уляндина, Атнер Хузанкай тивĕçнĕ.
Ирина ИВАНОВА.
Комментари хушас