"Тăван радио" эфирĕнчи "Ĕçлĕ калаçура" "Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕсем пирки сăмахланă

4 Юпа, 2017

"Тăван радио" юнкунсерен тÿрĕ эфира кăларакан "Ĕçлĕ калаçу" радиокăларăмра паян "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службин редакторĕ Вера Иванова (сăн ÿкерчĕкре - сулахайри) пулчĕ.

Маргарита Мельникова радиоертÿçĕпе пирĕн журналист издательство çурчĕн хаçат-журналĕ хальхи саманара интернет уçлăхĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнма талпăнни пирки калаçрĕç. "Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕсем сайтра та хăйсен вулаканĕсене тупма тăрăшаççĕ. Кун валли вĕсем халăх сечĕсемпе те хастар усă кураççĕ. 

Халăхăн пысăк пайĕ паян интернет уçлăхĕнче тус-юлташĕпе сăмахланипе çеç çырлахмасть, унтах вăл çĕнĕ хыпарсене шырать. Хăйсене ыраттаракан ыйтусен хуравне те çынсем интернетра шыраççĕ. Çакна шута илсе ĕçлет те паян "Хыпар" издательство çурчĕ. Журналистсемпе издательство çурчĕн халăх сечĕсенчи ушкăнĕсем урлă çыхăнса та пирĕн вулаканăмăрсем хăйсен хуравсăр ыйтăвĕн тупсăмне шырама пултараççĕ. Унтан та ытларах - сайтри е хаçатри материалсене сÿтсе явма та май пур. Мĕнех, издательство çурчĕн хыпарсен служби калашле, çырăр, шăнкăравлăр, пирĕнпе пулăр.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас