Тăван культурăна юратакансем валли

24 Чÿк, 2014

Тольятти хулинчи «Истоки» вулавăшра, вăл асăннă хулари библиотека корпорацине кĕрет, ноябрь уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине кăмăллакансен клубĕ ĕçлеме пуçланă. Унăн алăкĕсем уйăхăн иккĕмĕш тата тăваттăмĕш вырсарникунĕнче кашнин валли уçă.

Тĕлпулу йĕркелÿçисен тĕп тĕллевĕ - чăвашсене хăйĕн халăхĕн кун-çулĕпе кăсăкланма майсем туса парасси. Клуба вырăнти чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Александр Бикмурзин ертсе пырать. Халăх историйĕпе клуб членĕсене Борис Антонов паллаштарать, чĕлхепе тата культурăпа - Людмила Сибулатова педагог тата «Телей» ансамбль ертÿçи Алевтина Мураткина.

Палăртса хăвармалла: библиотекăра 2007 çултанпа наци литературин пайĕ ĕçлет. Унăн ертÿçин Лилия Карпасован шухăшĕпе - тĕрлĕ халăх çынни пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланни хутшăнусене лайăхлатма пулăшаççĕ.

Н.СМИРНОВА.

Автор: