- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван кил ырри – чĕре ăшши
Яла килсен пÿрте кĕриччен вăл хуçа-лăхне пăхса çаврăнать. Унăн картишĕнче витепе сарай кураймастăн: картишпе пахча пĕр вĕçрен. Чаплă плитка сарнă тротуарпа айлăмалла шыв çулĕпе утатăн. Юнашарах шăнкăртатса юхать вăл. Икĕ айккипе шултра та яка чулсем хурса тухнăран питĕ илемлĕ курăнать. Юхан шывăн пĕр хĕрринче пахча çимĕç çитĕнет, тепĕр енче тинтерех кăларса пуçтарнă çĕр улми пусси. Çĕр улми кăçал тухăçпа савăнтарнă тет. Ара, кам иккĕлентĕр кун пирки? Илем ытамĕнче япăх çитĕнме намăс. Çĕртен тухакан çимĕç çакна туятех пулĕ. Шăнкăрти юхан шыв килти кÿлле юхса тухать.
Çапла пахча вĕçĕнче пысăк кÿлĕ сарăлса выртать. Вăл хăй пĕр тĕнче, ытарайми илем. Пахчари кашни кĕтес, кашни хуралтă вырăнлă, илемлĕ те типтерлĕ. Ытлашши нимĕн те çук, анчах пурне те тĕплĕ тунă. Кил-çуртран пуçласа картишпе пахчари кашни тăваткал метр çĕр илĕртет. Илемлĕх тĕнчин проектне тăваканĕ, пурнăçа кĕртекенĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем çынни Николай Германович Николаев. Унăн хуçалăхĕ республикăри строительство министерствинчен пăхса хак пама çитнĕ специалистсене те тĕлĕнтернĕ. Ялти çурт çу-мĕнчи çĕр лаптăкне тирпей-илем кĕртессипе йĕркеленĕ конкурсра Николаевсен хуçалăхне пĕрремĕш вырăн панă.
Хальхи вăхăтра ял çыннисем çурчĕсене пĕри тепринчен илемлĕрех тума тăрăшаççĕ. Пахчисене мĕнлерех кăна чун кĕртмеççĕ пулĕ. Тĕрлĕ чечек тĕнчинче кама кăна курмастăн: юмахри паттăрсене те, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке те. Çÿп-çапа ямалли япаласене илемлетсе иккĕмĕш пурнăç парнелеççĕ. Пуçа ĕçлеттерсен, ал-ура çыпăçуллă пулсан ним çукран темĕн те пĕр тума пулать. Хăйсем пурăнакан çурт таврашне, урама, яла тăрăшсах илем кĕртекенсем республикăра нумай. Çулсерен ирттерекен конкурса 60-70 таран ĕç тăратаççĕ.
Çĕнĕ Шелттемри Николаевсен кил ху-çалăхĕнче те чечексем ешермеççĕ мар, анчах кунта ытларах тĕплĕ хуçалăх илемĕ тыткăнлать. Мĕнле те пулин шăйрăк, çитменлĕх тупас тесен те кураймăн. Пурте виçеллĕ, кашни ĕçе паха пурнăçланă, ĕмĕре юлтăр тенĕ ахăртнех.
Çуртран тухсан пахчари кÿлле анатăн та кимĕпе ярăнатăн. Илемлĕ шурă кимĕ хăнасене йышăнма ялан хатĕр. Кÿлĕри шыв тасалăхĕ çинчен те манман кил хуçи. Тăватă мăн фильтр тасатса тăрать ăна. Çавăнпа чир-чĕр çаклатасран шикленме-сĕрех чун каниччен шывра чăмпăлтататăн. Ирсерен е каç пулттипе вăлтапа пулла тухса ларатăн. Тĕрлĕ пулă кунта çителĕклĕ. Кăмăл пулсан тытнă пулла ăшаласа çиетĕн. Килти кÿлĕ хĕрринче вăлтапа чуна кантармалла кăна ларнă чух пулла шыва каялла чăмтаратăн. Йĕри-тавра вĕçсĕр-хĕрсĕр ырлăх!
"Ырă та ĕçчен çынран урăххине кĕтме пулать-и вара?" – терĕç Çĕнĕ Шелттем çыннисем. Хăйшĕн кăна тăрăшмасть Николаевсен çемйи. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса ялта чаплă палăк лартма хатĕрленеççĕ, ун çине çапăçу хирĕнчен таврăнайман кашни салтак ятне çырĕç, сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарĕç. Кунтах кăвак чăрăшсем лартса хăварасшăн, кану вырăнĕ йĕркелесшĕн. Пархатарлă ĕç тума Николай Николаев пулăшать. Ялти вăтам шкулта каллех вăл пулăшнипе кивĕ чÿречесене йăлтах çĕннипе улăштарнă, ăшăтмалли тытăма юсанă. Тăван ялĕшĕн тунă вак-тĕвек ытти ĕçсене асăнмăпăр та.
Николай Германович Николаев халь-лĕхе Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Çĕнĕ кил-çурта паян аслă пиччĕшĕпе мăшăрĕ пăхаççĕ. Николаевсен йăхĕнче ăна-кăна пайлас, уйăрас йăла çук. Çак çурт пурин валли те пултăр тенĕ Николаевсен кĕçĕн ывăлĕ мĕн пур йышпа унта ура ярса пуснă чухне.
Çичĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ туслă çемьере. Ывăлсенчен пĕри вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Паян пурăнакансем хăйсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă, пурнăçра кашниех хăйĕн вырăнне тупнă. Анчах ашшĕ-амăшĕн тĕп килне манмаççĕ. Киввине пăсса çĕнĕ çурт тунă чухне строительсемпе пĕрле кашни ачи тăрăшнă. Çавнашкал чунлă вĕсем: самант та ĕçсĕр ларасшăн мар. Ĕçлекен валли яланах ĕç тупăнать теççĕ. "Николай Германович тума пĕлменни çук та пулĕ", – палăртать аслă пиччĕшĕн мăшăрĕ Лидия Васильевна. Тĕлĕнме пăрахмасть унран хĕрарăм. Пĕчĕкренех нимĕнле ĕçе те тиркемен: варени-компот та тунă, кăмпапа çырлана çÿреме юратнă, ашшĕпе амăшне кил хуçалăхĕнче пулăшнă, колхоз ĕçне те хутшăннă. Николаевсен кинне вăл тума пултарайман ĕçе палăртма йывăр пулчĕ. Яла килсен халĕ те ларма-тăма пĕлмест. Ытарайми кил хуçалăхне хăтлăх кĕртес тесе пĕтĕмпех тунă темелле, вăл пур пĕр ĕç тупать. Мăшăрĕпе ачисем те çавнашкалах. Аслă пиччĕшĕпе арăмĕн те канма вăхăт çукчĕ. Лидия Васильевна илемлĕ тротуарсем çине тирек çулçи тăкăнсах тăнишĕн пăшăрханатчĕ. Тăтăш шăлса тăрать вăл вĕсене. Пахчари юлашки тымар çимĕçе пуçтармалла, теплицăна тасатмалла тата ытти те.
Шĕвĕр тăрăллă тирек йывăçĕсене хăй вăхăтĕнче вăрман хуçалăх институтне пĕтернĕ пиччĕшĕсенчен пĕри илсе килсе лартнă. Çурт хăпартнă чухне пĕр йывăçа та касман Николаевсем. Хурлăхан тĕми акă шăпах çурт лартмалли вырăнта ÿснĕ. Николай Германович ăна урăх вырăна куçарнă. Ашшĕ-амăшĕ лартнă улмуççисен пурнăçне те татман. Йăлт сыхласа хăварнă.
Çурт ăшчиккине те музейри пек пăхса хаклатăн. Çав тери хăтлă, хулари тепĕр хваттер те кун пек мар пулĕ. Туалет та ăшă пÿртрех.
Николай Германович ашшĕ-амăшне, пиччĕшĕсемпе йăмăкĕн çемйисене хисеплени пÿлĕмсенче тÿрех палăрать. Стена çине кашнин сăн ÿкерчĕкне çакнă. Ашшĕпе амăшĕ хăйне пăхса ÿстернĕ кивĕ йывăç çурт ÿкерчĕкне те ятарлă рамăна вырнаçтарнă. Ашшĕ 67 çултах пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ 80-ра ĕмĕрлĕхех куç хупнă. Урисем ыратнипе аптăранă вăл. Çамрăк каччă амăшне сыватас тесех пулĕ Хусанти фармаци институтне çул тытнă. Ăна пĕтерсен пĕр вăхăт Шупашкарти "Фармация" пĕрлешĕве ертсе пынă. Мăшăрĕ те çак енпех ĕçленĕ. Аслă ывăлĕ вара халĕ Питĕрти колледжра ихтиолога вĕренет. Ашшĕне хывнă тейĕн. Лешĕ халĕ те пулă тытма, сунара çÿреме вăхăт тупать. Николаевсен кинĕсем те пулă тытма ăста иккен. Лидия Васильевна каçсерен пулăçă кĕнекине "шĕкĕлчет". Ара килти кÿлĕри пулăсем çинчен йăлт пĕлмелле мар-и: тĕрĕс апатлантарма, пăхма, тытма чухламалла.
Ирина Никитина.
Комментари хушас