Тăван кил туртăмĕ

11 Раштав, 2015

20 çул çакнашкал сарă кавăнсем çитĕнтерет Павел Александрович Федоров. Хăй Шупашкарта пурăнать пулсан та тăван ялне, Тăвай районĕнчи Тенеяльне, час-часах кайса çÿрет. Çулла вара унтах пурăнать, пахчаçимĕç ÿстерет. Тухăçлă çитĕннĕ кавăна хулана илсе килме çăмăл машина тытнă хальхинче. «850 тенке шеллемерĕм, виçĕ кавăн илсе килтĕм. Вĕсенчен чи пысăкки 30 кг таять», - паллаштарчĕ вăл ĕçĕ-хĕлĕпе.

Çак пахчаçимĕç çыншăн питĕ усăллă. Вар-хырăма нихăçан та пăсмасть. Çавăнпа та ăна пÿрепе пĕвер чирĕсемпе аптракансене сывалмалли апат-çимĕç ?диета% шутне кĕртеççĕ. Унсăр пуçне вăл чĕре тата атеросклероз, гипертони чирĕсемпе нушаланакансемшĕн те лайăх. Павел Александрович унран пăтă пĕçерет. Çавăн пекех варени те хатĕрлет. Ăна çуркуннеччен çисе ямалла, унсăрăн вăл пăсăлать. Кавăн сĕткенĕ те организмшăн усăллине палăртрĕ ватă. Сакăр теçеткене çитекенскер сывлăх тĕлĕшпе аптрамасть. Ялта утă та çулать, пахчине те тирпейлесе тăрать. Çитес çулсенче веранда, хапха тăвас ĕмĕтпе пурăнать. «Пÿрт кивĕ. Унта эпир, ултă пĕртăван, çуралса ÿснĕ. Атте-анне çуртне пăрахас килмест. Çавна май 40 çул яла çÿретĕп», - терĕ вăл.

«Çак çулсенче яла çÿресе мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланине шута илмен-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «Маншăн укçа-тенкĕ шутра мар, тăван кил хаклăрах. Ялта сывлăш та тасарах, çынсем те кăмăллăрах», - пулчĕ хурав.

Кавăнсăр пуçне ытти пахчаçимĕç те çитĕнтерет ватă. Сăмахран, кăçал ыхра тухăçлă пулнă унăн. Ăна Павел Александрович ещĕкре упрать: ыхрапа тăвара сийĕн-сийĕн хурать. Капла тусан вăл типмест имĕш.

Хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăк курăнать арçын. Çакăн вăрттăнлăхне те ыйтса пĕлмесĕр чăтаймарăм. Маларах Павел Александрович çуран чупассипе кăсăкланнă. Мускавра, Владимирта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери марафонсене хутшăннă. Шупашкартан тăван ялне çуран чупма ĕмĕтленнĕ, анчах шухăш-ĕмĕт пурнăçланайман. «Халĕ ватăлтăм, 10 çул маларах хыпкаланмаллаччĕ», - терĕ кун пирки пăшăрханса. Çавăн пекех хĕлле 20 çул Атăлта шыва кĕнине те каларĕ.

Апат-çимĕçе те пĕлсе çиет арçын. Ытларах чăх ашĕ, пулă çиме тăрăшать. Çĕрулми, выльăх-чĕрлĕх какайĕ юн тымарĕшĕн тата чĕрешĕн сиенлине пĕлтерчĕ. Сăмахран, крахмал юн тымарне питĕрсе лартма пултарать иккен. Çавăнпа та çĕрулмине шуратнă хыççăн тÿрех пĕçерме лартмалла мар, çур сехет шывра тытмалла. Кун пек тусан крахмал тухать. «Вăрах пурăнас тесен экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çимелле. Ăна хамăрăн çитĕнтермелле, туса илмелле. Пасарта е лавккара туянни шанчăксăр», - чунне уçрĕ Павел Александрович.

Çитес çул каллех кавăн ÿстересшĕн вăл. Унăн виçине 35 кг çитересшĕн. Çавăн пекех сĕткен кăлармалли хатĕр туянмашкăн ĕмĕт пур. Малашне кавăн сĕткенĕпе сăйланĕ. «100 çула çитесчĕ», - терĕ ватă калаçăвне пĕтĕмлетнĕ май.

«Сывлăх уççи хамăр алăра» тени чăна тухать мар-и?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.