Тăван кил ăшши парнелекенсен форумĕ

8 Утă, 2016

Тăлăхсене йышăннă çемьесен Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçăлнă икĕ кунлăх «Çемье ăшши» форумĕн ĕçне паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Йывăр шăпаллă ачасене хăйсен çуначĕ айĕнче ăшăтнăшăн, вĕсене ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав тунă.

Палăртма кăмăллă: республикăра ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен 95,3 процентне е 3029 тăлăха 2384 çемьене вырнаçтарнă. Ку енĕпе Чăваш Ен опычĕ федерацин Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççейре те кăтартуллă.

Сусăрсене тăван кил ăшши парнелекенсем те йышланса пыраççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, вĕсенчен 39-шĕ хăйсемшĕн ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă çывăх çынсене тупнă.

Михаил Игнатьев ырăлăхпа палăрса тăракан ашшĕн-амăшĕн пĕр ушкăнне Хисеп хучĕпе тата республика символикиллĕ сехетпе чысланă.