Тăван енре сывлăш та сиплĕ

20 Чÿк, 2015

Узбека качча тухиччен Мария Константиновна вăрахчен иккĕленнĕ. Пуçра шухăшсем çавра çил пек алхаснă: Анвар хăйне хытă юратнине хĕр туйнă, анчах юлташĕсем, тăванĕсем ăна çичĕ юта яма шикленнĕ. "Тантăшăм, питĕ килĕштеретĕп сана. Манăн аппа урăх наци çыннине качча тухрĕ, анчах нумай пурăнаймарĕ, уйрăлчĕç. Хĕвел тухăç арçыннисем унсăр пуçне темиçе арăмпа пурăнаççĕ. Мĕнле чăтăн?" - куççуль кăларсах ыйтнă Маруç ĕçтешĕ. Узбека качча тухма хатĕрленнине пĕлтерсен килтисем те малтанах сисчĕвленнĕ. Çакна кура çамрăксем мăшăрлану кунне 2-3 хут та куçарнă. Икĕ наци çынни çырăниччен заявлени ЗАГСра çур çул выртнă.

Ун хыççăн тин туй малтан - Чăваш Енре, кайран - Ташкентра, Узбекистанри тепĕр паллă вырăнта - хĕвеллĕ Фергана тăрăхĕнчи Коканд хулинче кĕрленĕ. Шăпах çакăнта çуралса ÿснĕ Анвар Садыкович Иргашев Канаш районĕнчи Яманкассинче кун çути курнă хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ.

Çитес çуркунне çемье çавăрнăранпа 42 çул çитет, вĕсенчен 26-шне мăшăр Узбекистанра пурăнса ирттернĕ, юлашки вун пилĕк çул - Чăваш Республикинче: малтанлăха Яманкассинчи кивĕ çурта куçнă, ун хыççăн Сиккассинче пÿрт туянса ăна пурăнма юрăхлă тунă. Çавăнпа Анвар Садыковича паян чăваш узбекĕ теме те юрать. Чăвашла вăл йăлт ăнланать. Акă, мăшăрĕ ăна пăрăва апатлама вăхăт çитнине аса илтерчĕ те лешĕ тÿрех картишне тухма васкарĕ. "Чăваш сăмахне калама темшĕн тăхтать", - тет Мария Константиновна. Хăй вара Узбекистана куçса кайсан упăшки чĕлхине тăватă уйăхрах вĕренсе çитнĕ.

Шупашкарти поликлиникăра участокри медсестрара тăрăшса ĕçленĕ хĕр мĕншĕн узбек каччине куç хывнă тетĕр-и? Хĕвел тухăç çыннисем тарăн туйăмлă çав. Çепĕç, чуна пырса тивекен сăмахсемпе тыткăнланă вăл Маруçа. Чăваш яшĕсенчен уйрăлса тăнă. Анвар, Ташкентри гражданла авиаци тытăмĕнче инженерта ĕçленĕскер, час-часах Шупашкарти электроаппаратура заводне командировкăна килсе çÿренĕ. Столовăйĕнче апатланнă чухне асăрханă та хĕре пирвайхи хут.

Хĕвеллĕ Ферганара ашшĕпе амăшĕ Анвар валли хĕр шыраман мар, паллах. Ывăлĕ чăваш пикипе пĕрлешесси çинчен пĕлтерсен ÿкĕтлеме тытăннă. Анчах лешĕ хăйĕн шухăшĕнчен пăрăнман, "Маруçа йышăнмасан эпĕ нихăçан та авланмастăп. Эсир суйланă хĕрсем мана килĕшмеççĕ", - тенĕ.

Турра шĕкĕр, Анварăн ашшĕ хăй вăхăтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, шухăшлавĕ, тавракурăмĕ анлă пулнă. Çемьере ывăлне ăнланнă, текех хирĕçлемен. Анварăн пиччĕшĕпе шăллĕсем те украин, нимĕç хĕрĕсемпе çемье çавăрнă.

Узбекистанра чĕрĕк ĕмĕр пурăнса Мария Константиновна чăваш ятне яман, ăна кунта тăван пекех йышăннă, юратнă, хисепленĕ. Ача садĕнче медсестрара ĕçленĕрен килте çын чирлесен тÿрех ун патне чупнă. Çепĕç, ăшă чунлă хĕрарăм узбексен йăли-йĕркине те тытса пынă, пĕлменнине вĕреннĕ. Сăмахран, вăл çак халăх кăмăллакан пур апата та хатĕрлеме пултарать. Çав вăхăтрах чăваш уявĕ çинчен те манман. Мăнкун тĕлне ятарлă çимĕç пĕçернĕ. Пĕррехинче инкĕшĕ ăна çакăншăн асăрхаттарнă. Хунямăшĕ вара ун хутне кĕнĕ, сĕтел çине чăваш апатне лартма хирĕçлемен.

Тăван тăрăхшăн Мария Константиновна питĕ тунсăхланă. Виççĕмĕш ывăлне çуратнă хыççăн йывăр чирлесе ÿкмен пулсан, ахăртнех, Чăваш Ене каялла çаврăнса çитеймĕччĕ те. Тин çуралнă кăкăр ачи упăшкипе икĕ ывăлĕн аллинче юлать. Анвар Садыкович ăна пăхма хал çитерессе шанмасăр няня тытма та шухăшланă. Анчах аслă ывăлĕ килĕшмен, пĕрле вăй çитерĕпĕр тенĕ. Ача амăшне нимĕнле хĕрарăм та улăштарма пултарайманнине хăй те ăнланнă. Пĕрре - юратнă мăшăрĕшĕн, тепре тин çеç кун çути курнă пепкешĕн мĕн чухлĕ кулянман-ши арçын? Кăкăр ачипе Коканд хулинчен Ташкента самолетпа арăмĕ патне ирхине çула тухнă, каç пулсан тин киле çаврăнса çитнĕ. 10 класра вĕреннĕ аслă ывăлĕ ача кĕпе-йĕмне улăштарма та, çума та пулăшнă. 4-5 уйăхсăр та пульницаран тухайман хĕрарăм, ун хыççăн та сипленме тăтăшах çÿренĕ. Узбек тухтăрĕсем, ăсчахĕсем ?вĕсен хушшинче Анварăн тăванĕ те пулнă% ăна аран ура çине тăратнă. Анчах малашне йĕркеллĕ пултăр тесен тăван тăрăхне таврăнма сĕннĕ, унта çутçанталăк та, йывăç-курăк та хĕрарăма сывлама, сипленме пулăшасса аса илтернĕ. Çемье Узбекистанран Чăваш Ене, унтан каялла кăнтăра тăтăшах хутланине курсан хунямăшĕ: "Хăвăра та, ачăрсене те ан нушалантарăр. Тĕппипех куçса кайăр", - тенĕ. Çакăн хыççăн тин Анвар Садыкович Чăваш Республикинче тĕпленме килĕшнĕ.

Тĕлĕнмелле уçă, ырă, ăслă çын вăл. "Чăн мăсăльмансем пурте çавнашкал", - тесе ăнлантарать мана. Унăн шухăшĕпе кирек епле тĕне ĕненсен те Турă пуриншĕн те пĕр. Кирек мĕнле тĕн çыннин те йĕркеллĕ, таса чунлă пулмалла, ыттисене кÿрентермелле мар. Çакă пуринчен паха, пĕлтерĕшлĕ. Ислам тĕнне ĕненекенсем хушшинче пуç çĕкленĕ ваххабистсем чăн мăсăльманшăн ют пулнине палăртать. Сăмах май, Чăваш Ене куçса киличчен Иргашевсем ваххабистсем ахаль çынсене мĕнлерех илĕртсе тата йăпатса хăйсен енне çавăрнине сахал мар курнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи йывăр вăхăтра вĕсем Узбекистанрах пурăннă.

Халĕ те çак çĕршывпа çыхăну татмаççĕ, интернационаллă çемьери тăвансем малтанхи пекех килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче аслă пĕлÿ илнĕ çын чылай. Темиçе çул каялла Иргашевсен тăванĕ Юрмала хулинче иртнĕ çамрăк юрăçсен "Новая волна" конкурсра çĕнтернĕ. Мария Константиновна унăн туйне те кайса килнĕ. Мĕнле кăна наци çыннин туйне курман пулĕ вăл: еврейсенне, таджиксенне, грексенне, Крым тутарĕсенне, узбексенне тата ытти те.

Малик, Талъат, Сухроп ывăл ачисемпе тата упăшкипе мухтанма, мăнаçланма пултарать хĕрарăм. Анвар Садыкович Канаш районĕнче пурăнма тытăнсан хулари элеваторта электрикра тăрăшнă. Коллектив ăна хисепленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармасть. "Кунĕпе çĕр çинче чакаланма пултарать. Çум курăк шăтса тухтăр çеç, ăна тÿрех çумлама тытăнать", - тет мăшăрĕ. 70 çулти çирĕп хул çурăмлă узбек çĕре, ырă, таса, сывлăхлă пурнăçа тата чăвашсене юратнине эпĕ те туйса илтĕм.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.