Тăван чĕлхепе сăвă шăрçалать 12.12.2013 Ирина КОШКИНА

12 Раштав, 2013
Ман юратнă анне,
Эс пĕр тан хĕвелпе!
Парнелерĕн мана çут тĕнче
Ыр курса пурăнма пиллесе.
 
Эс мана ÿстерен, вĕрентен,
Эпĕ лайăх пулсан - хĕпĕртен.
Пурнăç çулĕ çине тăратан,
Шикленен çав çултан пăрнасран.
 
Йывăр чух сан пата пырсанах
Эс мана пуçăмран ачашлан.
Шăкăл-шăкăл манпа калаçса
Ыр канаш-сĕнÿпе йăпатан.
 
Чирлесен - канăçна çухатан,
Çĕрĕпе ман умра эс ларан.
Вăрттăн çеç куççульне юхтарса
Эсĕ маншăн çунса хыпăнан.
 
Ман юратнă анне,
Эс пĕртен-çке пĕрре!
Манас çук ĕмĕрне
Эс мана пăхнине.

 

Шăнкăр-шăнкăр шыв евĕрех юхрĕç çак сăвă йĕркисем. Чĕвĕл чĕкеç саслă Лена Сорокина вуларĕ чуна пырса тивекен сăмахсене. 6-мĕш класра ăс пухаканскер ăна пурнăç парнелекене - амăшне - халалласа шăрçаланă. Нумай пулмасть вара Тăвай шкулĕнче сăвă ăстисен «Сандров вулавĕсем» фестивалĕ иртнĕ. Хĕр ача хапăл туса хутшăннă çак конкурса. Тăрăшнин усси те пур. «Хăйсем çырнă сăвăсем» номинацире вăл иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Сăвă çырасси мĕнле пуçланса кайнă-ха маттурккан/

- Эпĕ чăваш чĕлхипе литература урокĕ-сене питĕ кăмăллатăп. Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене алран ямастăп - хавхаланса вулатăп. Константин Ивановăн «Нарспи» поэмипе паллашнă хыççăн манăн та сăвăсем çырас кăмăл çуралчĕ, - хуравлать Тăвайра пурăнакан Лена Сорокина.

Çамрăк поэт ытларах çут çанталăк, çемье темисемпе çыхăннă сăвăсем шăрçалать. Çырнисене вара пĕр çĕре пухса пырать. Лена шкулта тухса тăракан «Тимеш» хаçатпа тачă çыхăну тытать. Унăн чылай сăвви унта кун çути курнă ĕнтĕ. «Сандров вулавĕсем» сăвă фестивалĕ хыççăн мала тухнисен сăввисене Тăвай район хаçатĕнче те пичетлесе кăларассине пĕлтернĕ.

«Сăвă çырнă чухне йывăрлăхсем тухса тăмаççĕ-и/» - ыйтрăм хĕр ачаран.

- Паллах, сăвва пĕрремĕш хутранах çырма пулмасть. Хăш чухне рифмăсем тупма йывăр, вĕсем пĕр пек пулмаççĕ. Сăвва чăваш чĕлхи вĕрентекенне кайса паратăп, вăл мана пулăшать, йĕркесене илемлетет, - йăл кулать çамрăк поэт. - Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене вулани те чылай усă парать. Эпĕ вĕсене юрататăп, çавăнпа та чăвашла сăвăсем çеç шăрçалатăп.

Хăйĕн ĕмĕтне те пĕлтерчĕ Лена Сорокина. Вăл татах та сăвăсем çырасшăн, район тата республика шайĕнче иртекен конкурсене хутшăнасшăн. Эппин, ăста сăвăçсен хушшинче çĕнĕ çăлтăр çураласса шанатпăр.

Ирина КОШКИНА.

Тăвай районĕ,

Тăвай шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.