- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тăван чĕлхене сивлекене ăнланмастăп»
Чăвашлăха хисеплекен, уншăн çунакан, амăшĕн сĕчĕпе куçнă чĕлхепе таптаса калаçакан хĕр вĕренет Тăвай районĕнчи Тăрмăш шкулĕнче. 9-мĕш класа çÿрекен Елизавета Васильева чăваш чĕлхипе литературин районта иртнĕ олимпиадинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ку пĕрремĕш хут мар. Халĕ республика шайĕнче ăмăртма çанă тавăрсах хатĕрленет вăл. Лиза малтисен ретĕнче пуласси пирки иккĕленместĕп. Журналист паракан кашни ыйтăва ăслă та туллин хуравлани, мĕн калаçу тăршшĕпе çăварĕнчен чăвашла сăмахсем кăна тухни тĕлĕнтерчĕ. Паянхи Салампи теес килчĕ ун пирки!
Пушă вăхăтра – алăра тĕрĕ
— Пĕтĕм предмета юрататăп, ан-
чах акăлчан чĕлхи уйрăмах тыткăн-
лать. Ку ют çĕршыв фильмĕсене кур-
нипе, детектив вулама кăмăллани-
пе çыхăннине туйрăм. Манăн тăл-
мачă пулас килет. Чĕлхене вĕрен-
ме çăмăл мар, анчах тăрăшатăп, те
тĕллев лартнăран, манăн çак пред-
мета лайăхрах пĕлес килет, — чун-
не уçрĕ хĕр. Хими уншăн йывăр. Ăна
та парăнтарма хăнăхнă Лиза. Шĕкĕр
«пиллĕкпе» вĕренмесен мĕнле-ха?
Ахальтен мар шкулти «Вĕренÿ отлич-
никĕсем» стендра унăн сăн ÿкерчĕкĕ
мăнаçланать.
Пĕлтĕр Лиза тĕрĕ ĕçĕпе аппалан-
ма тытăннă. Ялти лавккана кĕрсен
илемлĕ канвасем курнă, ытарайма-
сăр ĕçе пуçăннă, акă вăл чун киленĕçĕ
пулса тăнă. Вĕтĕ шăрçапа та «тĕрле-
ме» юратать хĕр. Унсăр пуçне квил-
линг ăсталăхне алла илнĕ. Тĕррисе-
не вара рамăна вырнаçтарса стена-
ран çакасшăн. Ашшĕпе амăшне кил
таврашĕнче пулăшма та ĕлкĕрет
вăл, картишрен юр туртса уçă сыв-
лăшпа киленет, вĕренÿрен канать.
Ĕмĕтленме юратаканскерĕн стю-
ардесса та пулас килнĕ. Самолетпа
вĕçсе курас ĕмĕтне кăçал пурнăçа
кĕртесшĕн вăл. Тен, вара бортпро-
водница та пулĕ? Тухтăр, учитель…
пулма кашни ача пĕчĕкрен çунатлан-
нă пуль. Лиза та çаплах.
Пуç усмалла мар
Олимпиадăра çĕнтерме йывăр-ши?
— Чăваш чĕлхипе литератури олим-
пиадинче çĕнтерме пĕртте çăмăл мар.
Зинаида Николаевна вĕрентекенпе чы-
лай хатĕрлентĕмĕр. Тăрăшни лайăх
кăтартупа савăнтарчĕ. Обществозна-
нипе, экономикăпа та малти вырăнсе-
не йышăнтăм та хамăн пĕлĕве респу-
бликăра тĕрĕслесе пăхас кăмăл пысăк,
— шухăшĕсене
пĕлтерчĕ Лиза
В а с и л ь е в а .
Тăрăшсан
та
предмета па-
рăнтарма йы-
вăр хăш-пĕр
чухне. Вĕренÿ
отличникĕ вара
тантăшĕсене пуçусмалла
мар тесе
сĕнет. Кирек
камăн та мĕнле те
пулсан пултарулăх
пур, хăвна тĕрлĕ
енлĕ тĕрĕслемел-
ле, аталантармалла, тăрăшмалла. Те-
лефонпа вăхăт сахалрах ирттермел-
ле, интернетра асăрхануллă пулмал-
ла, кирлине кăна илме тăрăшмалла
тет вăл.
Чăваш пулнишĕн мăнаçланать
Шкулти волейбол секцине Лиза
эрнере икĕ хутчен çÿрет. Акăлчан
чĕлхи кружокне те сиктермест, эк-
замена хатĕрленсе хушма пĕлÿ
илме май пурришĕн питĕ савă-
нать вăл. Чăваш чĕлхине сивлекен,
вĕçкĕнленсе вырăсла перкелешекен
çамрăксене Лиза килĕштермест.
— Тăван чĕлхене юратмалла, ăна
мана аттепе анне пĕчĕкрен хисепле-
ме вĕрентнĕ. Çавăнпа манăн чăваш-
ла калаçас килет, ăна аталантар-
ма пирĕн шкулта кашни çулах чă-
ваш чĕлхи эрни иртет. Эпир тĕрлĕ
çыравçăн ĕçĕ-
хĕлĕпе, пултару-
лăхĕпе паллашат-
пăр. И.Я. Яковле-
вăн юмахĕсем тă-
рăх пĕчĕк спек-
такльсем лартат-
пăр. Çавăн чух-
не пирĕн шкул-
ти сывлăш тата
та сăпайлăрах,
ырăрах туйăнать,
— мăнаçланса ка-
ласа кăтартрĕ
Лиза. Унăн юл-
таш нумай, анчах
вăл йывăр вăхăтра пулăшма пулта-
раканнисене уйрăмах хаклать.
— Лиза Васильева питĕ тир-
пейлĕ, сăпайлă вĕренекен. Хушнă
ĕçе яланах пурнăçлать. «Тумастăп,
пĕлместĕп» тенине унран нихăçан
та илтмен. Шырать, тупать, вулать,
класра вăл чи лайăх çыракансенчен
пĕри. Пĕр йăнăшсăр çырать тесе ка-
лама пултаратăп. Илемлĕ сăвăсем
шăрçалать, унăн сочиненийĕсене
тулли кăмăлпа вулатăп. Вырăсла-
ран чăвашла лайăх куçарать. Ахаль-
тен мар олимпиадăра çĕнтерчĕ, —
Зинаида Григорьева учитель те мух-
танчĕ вĕренекенĕпе.
Елена ЛУКИНА .
Комментари хушас