Тăван чĕлхе кирлĕлĕхĕ нульпе танлашмĕ-и?

23 Юпа, 2014

Шкулăн паянхи программинче наци компоненчĕ валли вырăн хĕсĕнсех пырать.

Раççейри вĕренÿ тытăмĕ тĕрлĕ саманара темĕнле реформăна та тÿснĕ. Улшăнусен усăлăхĕ яланах пулнă-и - татса калама йывăр. Паян мĕн пулса иртни вара - куç умĕнче. Пахалăхлă вĕренÿ патне ăнтăла-ăнтăла «модернизаци» сăмах асăннă тытăмăн ведомство пуçлăхĕсен анчах мар, ахаль вĕрентекенĕн чĕлхи çинчен те кайми пулчĕ. Çĕр-шывăмăрта та, республикăра та пĕлтĕр «Вĕренÿ çинчен» саккун çĕнелчĕ. Пĕлÿ паракан учрежденисем федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕсене пăхăнса хăйсен ĕçне йĕркелесе пыраççĕ...

Пахалăхлă пĕлÿ илме патшалăх çирĕп никĕс хывать тĕк ытти - профессионалăн ĕçĕ. Анчах никĕс витĕмĕ кутăнла килсе тухсан?..

Вулаканăн пуçне минретсех ятăм пулас. Калас сăмахăм - шкулăн паянхи программинче наци компоненчĕ валли вырăн хĕсĕнсех пыни, çакнашкал лару-тăрура тăван чĕлхе, литература пĕлĕвне ÿстерме майсем мĕнле тупмалли çинчен.

Республикăри темиçе районта /Элĕк, Тăвай, Çĕрпÿ/ хăш-пĕр шкул сăнав шайĕнче 5 кунлăх вĕренÿ эрни çине куçнă. Çавна май уроксен шутне чакарас ыйту сиксе тухнă. Хăш предмета катертмелле? Элĕксем кăткăс лару-тăруран тухма çапла май тупнă: ытлашши 3 сехете чăваш чĕлхипе литератури шучĕпе кĕскетнĕ. Çапла хальхи вăхăтра Элĕкри тата асăннă район территорийĕнчи виçĕ шкулта /5 кунлăх эрнене куçнисенче/ вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литературине эрнере пĕр е икĕ сехет кăна «шĕкĕлчеççĕ». Лару-тăру çакнашкал çаврăнса пырас тăк малашне наци чĕлхине мĕнлерех шăпа кĕтет? Нумаях пулмасть ЮНЕСКО пирĕн чĕлхене пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртрĕ те - унăн «тĕпчев» кăтартăвне пурнăçлантарма хамăр ирĕкпе хамăрах васкатпăр-и?

Шкул ертÿлĕхĕн çакнашкал йышăнăвĕ /хальхи вăхăтра вĕренÿ программине пĕлÿ учрежденийĕ хăй тĕллĕн çирĕплетет/ йĕркеллĕ-и, саккунпа килĕшсе тăрать-и? Çакна уçăмлатма Элĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем ыйтнипе вырăна çитсе килтĕмĕр. Чăн та, кăмăллах мар ыйтупа çула тухнăскерсен /пирĕн ушкăнра Республика вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем Анна Егоровăпа Ирина Софронова, республикăри вĕренекенсен ассоциацийĕн чăваш чĕлхипе литература секцийĕн ертÿçи Геронтий Никифоров та пулчĕç/ Элĕк вăтам шкулĕн алăк урати урлă каçсанах кăмăл тата хуçăлчĕ: пĕлÿ çурчĕн ертÿлĕхĕ эпир килсе çитесси çинчен пĕлмен те иккен. «Что за делегация? С какими идеями?» - хĕрсех темĕн сÿтсе явакансене асăрхасан пырса интересленчĕ администраци членĕсенчен пĕри, каярах пире чăваш чĕлхине шкулта еплерех çул панине хĕремесленсех ăнлантарнăскер. Те витĕмлĕрех пуласса шанчĕ - çакăн çинчен вырăслах тăрăшса тăнккарĕ. Чăвашлăхпа çыхăннă предметсем майĕпен шкул программинчен хĕсĕнсе айккинелле тухнипе танлаштарсан темех те мар-и çакă...

Районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем çак кун асăннă шкулта методпĕрлешĕвĕн семинарне пухăннăччĕ. Чăн та, Элĕксене республикăра иртекен тĕрлĕ мероприятире, ăмăртура /нацилĕхпе çыхăннисем çинчен пырать сăмахăм/ хастар пулнăшăн мухтас килет. Наци туйăмне вĕренекенсенче чĕртме пултаракан педагог нумай вĕсен йышĕнче. Ахальтен мар шкул сакки хыççăн чăваш филологине, культурологине, журналистикăна малашлăх çулĕ пек суйлакан яшпа хĕр çуллен чылай.

Анчах малашне еплерех пулĕ? Паллах, 6 кунлăх вĕренÿ эрнипех юлнă пулсан пурте хăйĕн еккипе пыратчĕ. Эппин, кирлех-и паянхи шкула эрнен кĕскетнĕ форми? Çакăн çинчен Элĕк шкулĕн директорĕ Владислав Волков /эпир çула тухнă кун вăл вырăнта пулмарĕ, каярах калаçрăмăр/ акă мĕн каларĕ:

- Эпир кăçалхипе иккĕмĕш çул пилĕк кун тытăмĕпе ĕçлетпĕр. Çĕнĕлĕхе йышăниччен ашшĕ-амăшĕпе ыйтăм ирттертĕмĕр. Вĕсен 74 проценчĕ çак йĕркене ырларĕ. Анчах 5 кунлăх эрне тени эпир шăмат кун вĕренÿрен ирĕклĕ пулнине пĕлтермест. Ун чухне - харпăр хăйĕнпе ирттермелли занятисем. Урок тулашĕнчи мероприятисем те çак кун ытларах йĕркелетпĕр. Çав шутра - уйрăм предмета халалланисене те.

Пирĕн тĕп ыйтăва та - уроксене мĕншĕн шăпах чăваш чĕлхипе литератури предмечĕн сехечĕсен шучĕпе чакарни çинчен - хуравларĕ ертÿçĕ. Федерацин вĕренÿ планне пăхăнсан никĕс /базовый/ пая ниепле те чакараймастăн-мĕн. СанПин йĕрки вара çирĕп: 5-мĕшсен пилĕк кунлăх эрнере - 29 сехетрен, 11-мĕшсен 34 сехетрен ытлашши вĕренмелле мар. Уроксене сахаллатас тесен никĕс планра сĕнÿ пур: регион компоненчĕн шучĕпе кăна катертме юрать.

Влаçри çынсем çакнашкал лару-тăрăва мĕнлерех хаклаççĕ-ши? Элĕк район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Наталья Николаева хальхи вăхăтра пĕлÿ паракан организацисем вĕренÿ программисене ФГОСпа килĕшÿллĕ хăйсем хатĕрленине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн вĕренÿ графикĕпе планне улăштарма ирĕк çуккине палăртрĕ. Саккунран пăрăнса мĕнле-тĕр утăм тусан Обрнадзор умĕнче явап тытмаллине аса илтерчĕ. «Наци компонентне хĕстересрен федераци шайĕнче çĕнĕлĕх кĕртсен тин хăтăлма пулать», - пĕтĕмлетрĕ вăл сăмахне.

Çапах та Раççей вĕренÿ ведомствинех чăрмантариччен республикăн Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствине асăннă лару-тăру пирки комментари пама ыйтрăмăр. Чăн та, хурав илтиччен самай вăхăт иртсе кайрĕ. Çапах та паллашар-ха унпа:

«РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин 2004 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕнче пĕлĕве вырăсла /тăван мар чĕлхепе/ паракан вĕренÿ учрежденийĕнче эрнери 6-мĕш вĕренÿ кунне тата вĕренÿ çулĕн тăсăмĕн резервне «Тăван чĕлхе тата литература» предметпа пĕлÿ памашкăн усă курма сĕннĕ. Пилĕк кунлăх эрнене куçнă май вĕренÿ организацийĕн çапла «Тăван /вырăс мар/ чĕлхепе литература» предмета валли уйăрнă сехетсене кĕскетме тивет. Çавна май хальхи вăхăтра Чăваш Енри пĕлĕве вырăс /тăван мар/ чĕлхипе паракан пĕтĕмĕшле вĕренÿ организацийĕсенче «Чăваш чĕлхипе литератури» предмета дистанци йĕркипе те вĕрентессине йĕркелеме меслет сĕнĕвĕсем хатĕрлетпĕр».

Йăлана кĕнĕ вĕренÿ формисенчен майĕпен хăпса урăх картлашка çине куçнă май тăван чĕлхе предмечĕн кирлĕлĕхне «нуль» шайне антарса лартмăпăр-и? Ыйту хальлĕхе уçă юлать.

 

Анна КУПРИЯНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.