Тăван çĕршыва юратакансене пĕрлештерекен уяв

15 Çĕртме, 2016

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăра Раççей кунне халалласа савăнăçлă уяв мероприятийĕсем иртнĕ. Акă Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ тÿреме Тăван çĕршыва юратнине палăртса 5,5 пин ытла çын килнĕ.

Уяв пултарулăх коллективĕсен, спорт федерацийĕсен тата вокалистсен театрализациленĕ номерĕпе уçăлнă. Çакăн хыççăн мероприятие килнисем пурте пĕрле Раççей Гимнне шăрантарнă. Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă.

«Хаклă юлташсем! Хисеплĕ ĕçтешсем! Ентешсем! Сире патшалăх, наци уявĕпе — Раççей кунĕпе — чĕререн саламлатăп! Паян пĕтĕм Раççей хăватлă çак праçнике паллă тăвать», — тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл Раççейре пурăнакансен наци пĕрлĕхĕн, Тăван çĕршывпа мăнаçланнин символĕсенчен пĕри Шупашкар хулинчи çуртсен балконĕсем çине Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене çакни тесе пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев чăваш патриархĕн Иван Яковлевăн халалне аса илтернĕ: «Раççее шанăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕншĕн анне пекех пулĕ». «Çак сăмахсем паян та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман. Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине упрать, ашшĕ-амăшне юратать, йăх-несĕлне тивĕçлипе хаклать. Çынсем Тăван çĕршыва тата çĕре юратасси ÿссе-çирĕпленсе пырать», — палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри çĕршыври обществăпа политика тăнăçлă лару-тăрăвне сыхласа хăварасси тесе пĕлтернине аса илтернĕ. «Хамăр умри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе, чăваш патриархĕн ĕмĕт-шухăшне чăна çавăрса эпир сирĕнпе Раççей тата вăйлăрах пултăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр, мĕншĕн тесен вăл — пирĕн çĕршыв, пирĕн çĕр!», — тенĕ вăл.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов çамрăк ăрăва Раççей историйĕн, пирĕн аттесемпе асатте-кукаçисен паттăрлăхне ырă тĕслĕх вырăнне хурса воспитани пама чĕнсе каланă. Мероприяти вăхăтĕнчех Шупашкарта пурăнакан тăхăр çамрăка Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне панă.

«Раççей гражданинĕ тата унăн историйĕн пĕр пайĕ пуласси — пысăк чыс. Пирĕн Раççее вăйлă тата никам çĕнтерейми çĕршыв пек курас килет!» — тенĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова. Вăл çĕршыв пуласлăхĕ унта пурăнакан кашни çынран килнине палăртнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Пред­седателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов Раççей кунĕ Тăван çĕршыва юратакансене пĕрлештерекен уяв пулнине палăртнă. «Чăваш Ен» тата «Раççей» тенĕ чухне эпир хамăрăн историпе тата халăхпа мăнаçланатпăр», — тенĕ вăл.

Уяв Чăваш Енри чи лайăх пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе малалла тăсăлнă.

Районсемпе хуласенче Раççей кунне халалласа йĕркеленĕ мероприятисене пĕтĕмпе 22 пин çын хутшăннă. ЧР ШĔМ­ĕн Общество йĕркелĕхне сыхлассине йĕркелекен управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — çав кун пысăк пăтăрмахсем пулман. Общество йĕркелĕхне сыхлас тата граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе 300 полицейски, 80 халăх дружинникĕ тата хурал организацийĕсен ĕçченĕсем тăрăшнă.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.