Тăван çĕре юратса

3 Утă, 2015

Николай Михалуков çуралнă Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕ питĕ хитре вырăнта ларать. Ăна икĕ енчен хыр вăрманĕ çупăрлать, юнашарах Пăла шывĕ юхса иртет. Çуллахи шăрăх вăхăтра таврана сиплĕ хыр шăрши сарăлать.

Михалуковсен килĕнче хальхи вăхăтра Микулайăн аслă аппăшĕ Нина пурăнать. Унччен маларах ку вырăнта пĕчĕк кăна çурт пулнă. Унта Алексей Григорьевичпа Агриппина Андреевна тата вĕсен пилĕк ачи кун кунланă. Аслă хĕрĕ, Нина, 1941 çулта çуралнă. Часах кил хуçине фронта кайма ят тухнă. Мăшăрĕ, ялти ытти хĕрарăм пекех, колхозра ĕçленĕ, пĕчĕк хĕрне пăхнă.

Госпитальте сипленнĕ хыççăн Алексей яла таврăннă, килти хуçалăха йĕркене кĕртес тесе тăрăшнă. Çĕр ĕçĕнче вăй хунă, выльăх-чĕрлĕх усранă. Туслă çемьере ачасем хушăнсах пынă. 1950 çулта Микулай çуралнă. Аслисем колхозра вăй хунă, ачисене те пĕчĕклех ĕçе юратма хăнăхтарнă. Хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне Микулай ăшшăн асаилет. Толя пиччĕшĕпе вĕсем пулла çÿреме кăмăлланă. Унтан пĕрре те пушă алăпа таврăнман. Каçсерен юлташĕсемпе выртмана кайнисем те асрах. Йышпа пĕрле кăвайт чĕртни, унта пĕçернĕ çĕрулмине астивни, малашлăх пирки ĕмĕтленни, тÿпери çăлтăрсене тупмалла выляни...

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра каникул кунĕсенче колхозра ĕçленĕ, комбайн та çÿретнĕ.

1968 çулта ăна çара илнĕ. Шăпа çамрăка Казахстана - Байконура – илсе çитернĕ.

- Эпир Совет çĕршывĕн историйĕнче ырă пулăмсемпе палăрса юлнă вырăна лекрĕмĕр. Кунта пирĕншĕн пурте илĕртÿллĕччĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр çеçенхир. Пĕр йывăç та, тĕм те çук. Тюльпансем çеçке çурнă вăхăт калама çук хитре. Эпир хамăра çав çĕр çинче хавхалануллă туяттăмăр. Байконур вăл - хăй уйрăм вырăн. Унта уçлăха вĕçтерсе яракан кашни ракета мăнаçлăх туйăмĕ çуратать, - асаилет иртнĕ кунсене Микулай.

Вăл инçете вĕçекен ракетăсене асăрхаса тăракан çарта механик пулса хĕсметре тăнă. Çавнашкал черетлĕ ракетăна вĕçтерме хатĕрленĕ вăхăтра Микулай хăй яваплă шутланакан участокра шĕвĕ кислород сăрхăннине асăрханă. Çакăн çинчен çийĕнчех аслисене раципе пĕлтернĕ. Старта пăрахăçланă, ракетăна талăкран кăна вĕçтерсе янă. Чăваш ачин тимлĕхне пула пысăк аварие сирсе яма пултарнă. Аслă командовани Николай Михалуков рядовоя тав тунă.

Пурнăçра кашниех хăйĕн çулне суйласа илет. Ачаранах шофер пулма ĕмĕтленнĕскер, 1970 çулта çартан таврăнсан Микулай Шупашкарти автошкула вĕренме кĕрет. Каярах вăл Çĕрпÿри техникумра механик профессине алла илет, анлă профильлĕ специалист пулса тăрать. Вăл тĕп механикра та ĕçленĕ, производствăна та ертсе пынă. Хăйшĕн кăна мар, самаях пысăк ĕç коллективĕшĕн яваплă пулнă.

Николай Михалуков савнă мăшăрĕпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ: Алексейпе Александр, Егор ятлă мăнукĕ те пур.

Çулсене парăнма шухăшламасть вăл: сывă пурнăç йĕркине кăмăллаканскер йĕлтĕрпе те чупать, коньки çине те тăрать. Чун тупнă йăпану та пур - баян калама хăнăхать. Шухăшланине пурнăçлатех вăл. Калăпăр, Алькешре çурт лартма палăртнă - ĕмĕте чăна çавăрнă. Виçĕ хутлă кермен çĕклесе лартнă. Пултарулăхĕ, ахăртнех, кукашшĕнчен юлнă-тăр. Ăна хăй вăхăтĕнче кулак тесе айăпланă, Çĕпĕре янă.

Тăван тăрăха та манмасть пултаруллă арçын. Унта час-часах кайса çÿрет. Юлашки хут пулнă вăхăтра çав хитре тăрăхра, Пăла хĕрринче, улма-çырла сачĕ ĕрчетес ĕмĕтпе хавхаланнă. Çавна май çĕр лаптăкĕ туянасси пирки те калаçса татăлнă.

Тепĕр ĕмĕчĕ - ывăлĕсемпе пĕрле Байконура çитсе килесси. Асран тухман вырăнсене, тюльпанпа витĕннĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр çеçенхире тепĕр хут курас килет унăн.

Людмила КУТЬИНА.

Патăрьел районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.