Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă
Чĕмпĕр облаçĕн патшалăх архивĕн ятарлă фондĕнче Совет Союзĕн Геройĕн Егор Терентьевич Воробьевăн докуменчĕсем упранаççĕ
Е.Воробьев Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн Тельман ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. 1938 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ, Байкал леш енчи çар округне лекнĕ. 1939 çулта Халхин-Голшăн пынă çапăçусен вăхăтĕнче Егор Воробьев шофер танксемпе самолетсем валли сĕрмелли-çунтармалли хатĕрсем турттарнă. Ентеш Финлянди вăрçине те хутшăннă. 1941 çулта вăл тăван яла таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Трактор бригадине ертсе пынă. Авланнă, телейлĕ пурăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах...
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Пĕр уйăхран Е.Воробьев каллех салтак атти тăхăннă. 1943 çулччен тĕрлĕ батальонра водительте службăра тăнă. Егор Терентьевичăн пысăк ĕмĕт пулнă - танк бригадине куçасшăн. Ăна пурнăçа кĕртме пулăшас тĕллевпе командир питĕ лайăх характеристика та панă. «...Дисциплинăна çирĕп пăхăнать, пуçланă ĕçе вĕçне çитерет, пуçаруллă, хушнисене тивĕçлĕ пурнăçланăшăн ăна сакăр хутчен хавхалантарнă» çырнă унта. Анчах арми политпайĕ унран танкист тăвас темен, рота парторгне лартнă.
Вăхăт сарăхтарнă хутсене уçнă майăн ентешĕн вăрçăри паттăр ĕçĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухаççĕ. ...1945 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Стопница ялĕ /Польша/ çывăхĕнче фашист автоматчикĕсем рота çулне пÿлсе хунă. Е.Воробьев тăшман тылне пырса кĕрсе вут-çулăм сирпĕтекен гитлеровецсене тĕп тунă. Çакăн хыççăн рота пĕр çухатусăр малалла куçнă.
Буско-Язынская ялĕшĕн пынă çапăçура Егор атакăна пуринчен малтан çĕкленнĕ, ыттисене тăшман траншейисем енне ертсе кайнă. Пĕччен тăхăр фашиста вĕлернĕ, тăватă пулеметчика тыткăна илнĕ.
Нида станцийĕ çывăхĕнче тăшман вут-хĕм сапса совет салтакĕсене малалла кайма чарнă. Воробьевпа Гаврилюк пулеметчик йĕплĕ пралуксене татса тăшман енне тухнă, вилĕм сапакан хĕç-пăшала «çăварлăхланă». Рота атакăна çĕкленнĕ. Кĕске çапăçу хыççăн станцие ирĕке кăларнă.
Нимĕçсем совет танкĕсене хирĕç тăраймасăр Лаугвитц /Германи/ ялĕ патĕнчен чакма пуçланă. Егор Терентьевич икĕ автоматпа тата пулеметпа хĕç-пăшалланса çула тухнă. Ентешпе пĕрле пулнă ушкăн пăрлă шыв урлă каçса тăшман умне пырса тухнă, çулне пÿлнĕ. Çавăн чухне Кваблюк рядовойпа иккĕшĕ 47 гитлеровеца тĕп тунă, тăватă «чĕлхе» тытнă.
1945 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Эрлебург ялĕ çывăхĕнчи çапăçура Е.Воробьев йывăр аманнă. Апла пулин те пăшалне алăран яман. Пулеметран персе тăрса фашистсен тапăнăвне чарса лартнă.
Пĕр уйăхра Егор Терентьевич 97 фашиста, тăшманăн ултă пулеметне тĕп тунă, тăхăр гитлеровеца тыткăна илнĕ. Аслă тĕп командующи Висларан пуçласа Одер таран пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Е.Воробьева темиçе хутчен те тав тунă. Ентеш Берлина илме те хутшăннă.
1945 çулхи çĕртмен 27-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе Егор Воробьева Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, «Ылтăн Çăлтăрпа» чысланă. 5-мĕш гварди армийĕн ветеранне çавăн пекех Ленин орденĕпе, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Халхин-Голшăн» медальсемпе, I степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕпе наградăланă.
Егор Терентьевич тăван яла 1946 çулхи нарăс уйăхĕнче таврăннă. «Память Куйбышева» колхоз председателĕн çумĕнче, ревизи комиссийĕн председателĕнче, строительство бригадин прорабĕнче, ампар хуçинче, шоферта, механикре ĕçленĕ. 1978 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулин те алă усса ларман. Общество ĕçне хастар хутшăннă. Вăтам Тимĕрçенти ветерансен канашĕн тата Пĕтĕм Раççейри автомобилистсен пĕрлĕхĕн членĕ пулнă. Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа тăватă хĕр пăхса ÿстернĕ.
Е.Воробьев 93 çула кайса 2011 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче çулсерен Пысăк Нагаткино ялĕнчи училищĕре ентеше халалласа ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе турнир йĕркелеççĕ.
Патшалăх архивĕн ĕçченĕ
Комментари хушас