Тăван Атăл 7 (729) № 2019

22 Утă, 2019

* Георгий Леонидович Ефимов /Тусли/ — паллă публицист, прозаик, поэт, Н.Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ /1994/, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн пайташĕ /1994/.

Ырă кăмăллă та вăр-вар, пултаруллă та хастар маттура Трак енре кăна мар, Чăваш Ен тулашĕнче те палламан çын çук пулĕ. Май пулсанах вăл аякри тăвансем патне васкать. Пуринпе те ăш пиллĕ калаçаканскер, яланах хусканура, унăн пĕр вырăнта ларма вăхăт та çук. Çапах та манпа шăкăл-шăкăл сăмахлама майне тупрĕ Георгий Леонидович.
— Апай /пирĕн тăрăхра аннене çапларах чĕнетчĕç/ каласа панă тăрăх, эпĕ çут тĕнчене ирхи тăватă сехетре, кăвак çутăлла килнĕ, — сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ вăл. — Йывăррăн çуратнă мана, мăн акка патĕнче... Тухтăр пулăшман... Вăл вăхăтра хĕрарăмсене мăчавăр /паянхи чĕлхепе — акушер/ çăмăллантарнă. Пĕри — Хветуç /Федосия Петрова/, тепри — хамăр ялти Хветури пулнă. Аннен мăн аккăшĕсем те çавăнта пĕрлех тапăртатса тăнă. Ывăл ача — эпĕ — çуралнă. Йывăр çăмăлланнипе /больница тем çук ун чухне/ урăх ача пулман. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне ура çине тăратма атте-анне пĕтĕм вăй-халне панă. Мана ят хурасси те питĕ кăсăклă пулса тухнă. Чăннипе, эпĕ виçĕ ятпа çÿретĕп. Чи малтанах мана кукаçи пек Якур ят хунă. 4—5 çулччен çак ятпа çÿренĕ. Кайран çамрăксем хушшинче аван мар, ватă ят тесе мана Юрккă теме пуçлаççĕ. Хут çине вара Георгий çырнă, — аса илет публицист.
Нина Егоровнăпа Леонид Ефимович Ефимовсен çемйинче паянхи юбиляр 1947 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă — Красноармейски районĕнчи хăватлă Мăн Çавал шывĕ тăрăхĕнче, кăмпа-çырлапа пуян вăрмантан инçех мар Пайсупин ялĕнче. Амăшĕ тăван колхозра чылай çул вăй хунă, ашшĕ водитель-шофер пулса ĕçленĕ. Тăван тĕпренчĕкне те вĕсем мĕн пĕчĕкренех ĕçе вĕрентнĕ.
Георгий Леонидович, пĕр çынрах пур енлĕ пултарулăх çăл куçĕ тапса тăрать. Ăçтан тупăннă, камран куçнă вăл?
— Таланчĕ, ĕçченлĕхĕ, тăрăшулăхĕ атте енчен те, анне енчен те куçнă. Апай енчисен çырас ăсталăх пулнă. Тата калаçма, ташлама-юрлама маçтăр пулнă вĕсем. Нина Егоровнăпа пĕр тăваннин ывăлĕ Тутар Республикинчи пĕр хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Кăна эпĕ ял историйĕпе 10 çул каялла кăсăкланма пуçласан пĕлтĕм. Вăл публицист, çыравçă, ташă-юрă ăсти, калаçма, шÿтлеме, — пĕр сăмахпа каласан, — чĕлхе-çăвар ăсти пулнипе паллăччĕ. Эпĕ астăвасса, Хресченпе Елен мăн акайсем те çапларахчĕ. Ман анне те вĕсенчен юлман. Чăваш чĕлхин пуянлăхĕ, лексики мана та лекнĕ тăван çынсенчен. Атте енчен вара мана хут купăс каласси куçнă. Леонид Ефимович 1918 çулта çуралнă. 7 çул салтакра пулнă вăл. Финн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă, анчах Кëнигсбергра аманнă, Берлина çитеймен.
Хăй хут купăсне каласа юрлатчĕ, ыттисене те ташлаттаратчĕ. Астăватăп-ха, кĕркунне, хĕлле ĕçкĕсене аттене чĕнетчĕç. Ун аллинчен хут купăс нихăçан та кайман, яланах выляса тăратчĕ. Эпĕ те çавна пĕр 6-7 çулсенче куç хывнă, туртăм пулнă, анчах та вĕрентекен пулман.
Атте хăйĕн пекех калаттарасшăнччĕ, вăл шоферта ĕçленипе ир тухса кайнă та киле каçпа тин таврăннă. Пăхатăп çав, тем пек хитре Хусан купăсĕ!
Хăвăрăн шухăшăрсене шур хут çине хăçан шăрçалама пуçланă?
— Çырма эпĕ 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех пуçланă. Тĕрĕссипе, пуçламăш класрах сăвăланă-ха, анчах хаçат-журналсене çырман. «Октябрь çулĕ» хаçатра ман «Намăссăр Марье» ятлă пĕрремĕш сăвă, унтан «Ашкăнать Америка» сăвă пичетленсе тухрĕ. 1961 çултанпа вара маншăн питĕ вăйлă тапхăр пуçланчĕ — статьясем çырма кĕрсе кайрăм.
Пурнăçăн ытларах пайĕ пултарулăхăн хăш енĕпе çыхăнчĕ сирĕн? Ташă-кĕвĕпе е журналист ĕçĕпе?
— 1966 çулта салтака кайрăм — Германие лекрĕм, 1968 çулта Чехословакие куçарчĕç. Тăван тăрăха таврăнсан 1969 çулта Пайсупин ялĕнчи клубра ĕçлеме лартрĕç. Куçăн мар майпа Çĕрпÿри культпросветучилище вĕренсе пĕтертĕм. 1973 çулчченех клуб тытăмĕнче тăрăшрăм. Çав çултах хаçата тăтăшах çырса тăнипе мана Л.Н. Николаев редактор «Ял пурнăçĕ» хаçата илсе килчĕ. Çапла пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа манăн радиоорганизаторта, кайран çырусен пайĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Вăл вăхăтра поэзи секцине те тытса пынă. Ун чухне вăл редакцинче çĕнĕлĕх шутланнă. 90-мĕш çулсенче тата юрăпа ташă коллективне йĕркелесе ятăм. Эпĕ унтан кайрăм — кăвайт сÿнсе ларчĕ, йăлкăшмасть, йăсăрланмасть те...
1976-1980 çулсенче Чулхулари парти шкулĕнче вĕрентĕм. Ун хыççăн çуралса ÿснĕ кĕтесех таврăнтăм. 1980 çулта партком секретарьне лартрĕç. Каярахпа культура пайне куçарчĕç. Шăпа çав-çавах редакцине илсе килчĕ — 1984 çулта çырусен пайĕнче вăй хума пуçларăм. Л.Николаевран, Г.Кузнецовран, Н.Карайран, Н.Ершовран çырма вĕренсе пынă. Мĕн ачаранах кĕнекесем, шÿтсем питĕ нумай вуланă. Ытларах В. Алендей, Ю. Скворцов хайлавĕсене кăмăллатăп. Тĕрлĕ рубрика тытса пыраттăм: «Çичĕ тĕрленчĕк — çичĕ тĕпренчĕк», «Çитăр мучи патне килнĕ çырусем», «Ятран ятласа, куçран каласа» тата ыттисем те
(«Мунча кĕретĕп-и, çĕр пусатăп-и… — пуçра сăвă-калав шăрçаланать». Лидия ФИЛИППОВА)

* Кĕрхи вăрман. Тĕттĕм, çĕнĕ уйăх, анчах та йывăçсем çинчи тата ура айĕнчи çулçă питĕ çуттăн курăнать, вăл пĕтĕм тавралăха çутатнăн туйăнать. Медсанчаçĕн хĕрлĕ хĕреслĕ палатки. Инçех те мар — лаштра юман. Урисемпе çулçăсене чаштăртаттарса Тимĕр Юманов кĕрет. ТИМĔР. Çывăраççĕ. Пурте çывăраççĕ. Тĕлĕк кураççĕ. Тĕлĕнмелле, кăнтăрла çынсем пĕрле пурăнаççĕ, пĕр кăткă тĕмми çинче хĕвĕшеççĕ, каç пулсанах — хăйсен ыйхисене тарса пĕтеççĕ. Ирхине кăна кунта килсе çитрĕмĕр, Подлипки ялĕпе ун çывăхĕнчи пĕчĕк вăрмана йышăнтăмăр — пĕрре-иккĕ, палаткăсем вырнаçтарса лартрăмăр, çыхăну йĕркелерĕмĕр, кухньăран тĕтĕм тухма пуçларĕ, старшина унталла та кунталла чупма пикенчĕ, батальон механикĕ машина айне кĕрсе кайрĕ. Халĕ вара пурте ывăннă, хуп турттараççĕ, лăпланнă кăткă тĕмми пек. Çапах та тĕлĕнмелле япала вăл — тĕлĕк. Иккĕн пĕр шинель айĕнче выртаççĕ, пуçа-пуçăн, курасса пачах та тĕрлĕ тĕлĕксем кураççĕ. Пĕри, тен, мĕн те пулин хаваслине курать, телейне пула тÿпере вĕçет, теприн вара, юнашар выртаканнин, питĕ хăранăран чĕри çурăлас патне çитнĕ. /Шухăша путать./ Мĕн-ши, кăткăсем те тĕлĕк кураççĕ-ши? Ак пуçтарăнчĕç тейĕпĕр вĕсем хăйсен ушкăнне, ыйха путрĕç, вара пĕтĕм кăткă тĕмми вĕсен пĕчĕк тĕлĕкĕсемпе тулса ларчĕ. /Кулать, анчах та çийĕнчех кулма пăрахать./ Эпир вара утатпăр та утатпăр, урасен айне пăхмастпăр, çавна пула кăткăсене вĕсен
пĕчĕк тĕлĕкĕсемпе пĕрле таптаса лапчăтма пултаратпăр. Тĕлĕксĕр пуçне тата мĕн пур-ши кăткăн? /Каллех шухăша путать./ Пире те çавăн пек таптаса лапчăтсан? Тен, пирĕн çинче те такам, питĕ пысăкскер, пур-тăр: утать вăл хăйĕн çулĕпе, кăткă çине пуснă пек ярса пусать, хăй вара çакна асăрхамасть те... Уншăн эпир калама çук пĕчĕк, вăл пысăк саккунсемпе пурăнать, çав саккунсенче пирĕн пирки нимĕн те çырман, пире вĕсем асăрхамаççĕ те. Эпир кăткăсене асăрхаман пек. /Йĕри-тавралла пăхса илет./ Çакăн пекех çывăрма юрать-и вара? Сасартăк тăшман тапăнсан? «Чапаев» кинори пек? Çук-çук, разведка взвочĕ — хуралта, эпĕ вара, взвод командирĕ, пуриншĕн те яваплă. Палаткăран хĕрарăмăн çинçешке сасси илтĕнсе каять
(Çутă уйăх. Çулçă тăкăнать. Икĕ пайлă драма. Мустай КАРИМ
«Каçарни» повеçе тĕпе хурса çырнă Ильгиз Каримовпа Айдар Хусаинов пьеси Валери ТУРКАЙ куçарнă)

* Хаклă та хисеплĕ вулаканăмăрсем! Сирĕн умăрта — çĕнĕ ярăм: «Самана сакки сарлака». Ахальтен мар çуралчĕ вăл. «Кашни çыннăн хăйĕн вăрттăнлăхĕ пулмалла», — тенине эсир те илтнех. Чылай чух пичетре çавăн пек вăрттăн самантсене уçса пама васкамаççĕ пирĕн паллă ентешĕмĕрсем. Анчах çав та пирĕн халăхăн историйĕ мар-и-ха? Паллах!.. Самана сакки вара чăннипех те сарлака. Темĕн те пулса иртет, такампа та тĕл пулатăн, калаçатăн т.ыт.те. Эппин, юратнă вулаканăмăрсем, черетлĕ çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксене пĕрле тишкерер-ха.
«Тăван Атăл» журналăн паянхи кăларăмĕнче — СССР Писательсен союзĕн членĕн /1976/, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн
/1981/, Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕн /1974/, Чăваш АССРĕн халăх писателĕн /1988/ Л.В. Таллеровăн пурнăç саманчĕсем. Сăмах май, Лаврентий Васильевич хăй вăхăтĕнче «Тăван Атăл» журналăн яваплă секретарĕ, тĕп редактор çумĕ пулнă, 1985-1989 çулсенче тĕп редакторта ĕçленĕ. Паллă çыравçă пирĕнтен 2013 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче уйрăлса кайнă
(Лаврентий Таллеров пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнчи паллах мар самантсем)

* Йĕпкĕн хĕрлĕ калта ĕмĕлки. Хĕветĕр АГИВЕР

* Çухалчĕ тĕссен юмахри пек
вылявĕ,
çухалчĕ кăвак çи виттиллĕ
тÿпе.
«Эп — суккăр?
Эп — суккăр!
Шăпам — пÿтсĕр явăл —
мĕскершĕн мана кăларатăн
çÿппе?!»
Таçта аслати кĕмсĕртетрĕ:
— Ал çупăр!
Эп йÿрĕк пахчаç пек
шăварăп çĕре!
Эх, юхрĕ пит тăрăх куççуль пек
сив çумăр,
ÿлерĕ çил-анчăк,
чулланчĕ чĕре…
(Николай Теветкел. Суккăр художник)

* Айтăр-ха самантлăха хула урамĕсем тăрăх çаврăнса килер. Йĕри-тавра пирĕн патра та, ытти вун-вун хулара та тĕл пулакан ÿкерчĕк: шăрпăк курупкине аса илтерекен çуртсем, вун-вун çул хушши пĕр йышши проектпа çĕкленĕскерсем, хăйсен «çимĕçне» кÿнех: хула ятне палăртмасан вăл е ку çурт, урам хăш хулара вырнаçни те паллă мар. Залив хĕрне çитсен тин Анне-хÿтĕлевçĕ монумент пире чăвашлăх пирки аса илтерĕ. Чăваш хĕрарăмĕ, амăшĕ — пурнăç тыткăчи, ăрăва малалла тăсаканĕ. Çак çынна сума суса, пуç тайса палăк лартниех туса пĕтереймен тата пуçăнма та шутламан ĕçĕмĕрсемшĕн çылăхăмăрсене каçарттарни пулĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хулара мĕн пуррине, унти Киев, Франци, Финн… технологийĕсемпе çĕкленĕ капмар çуртсене, питĕ чаплă коттеджсене сивлени мар ку. Çав вăхăтрах наци архитектурине те курас, унпа савăнас, мухтанас килет пирĕн. Анне монуменчĕшĕн хĕпĕртенĕ пекех (Шупашкар чăваш хули пулайĕ-ши? Надежда Смирнова)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.