Тава тивĕçлĕ тренер

22 Нарăс, 2014

Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче ĕçлекен Николай Петров хăйĕн пурнăçне спорта халалланă. Нумаях пулмасть 60 çулхи юбилейне паллă тунă пултаруллă вĕрентекен «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» ята тивĕçрĕ.

Чăннипех тивĕçлĕ вăл çак хисепе. Унăн вĕренекенĕ Анастасия Тарасова 2013 çулта виçĕ çĕнтерÿпе палăрчĕ, Дзержинск хулинче сумо енĕпе иртнĕ çĕр-шыв ăмăртăвĕнче, Раççей тата тĕнче кĕрешÿçисен чемпионачĕсенче мала тухнă. Тепĕр воспитанникĕ Елена Карпова /Васильева/ бронза медаль çĕнсе илнĕ. Тренер патĕнче ăсталăха ÿстерекен ытти çамрăк та маттур. Калăпăр, иртнĕ çулах Николай Жигаревпа Денис Петров Пĕтĕм Раççейри турнирта пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Сергей Андреев, Эдуард Иванов, Сергей Орлов самбо енĕпе Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă, вĕсем те чылай ăмăрту призерĕсем.

Николай Николаевич Куславкка районĕнчи Йĕршер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тĕрлемесри шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех районти турнирсенче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ яш малаллахи кун-çулне те спортпа çыхăнтарать. Шупашкарти профессипе техника училищине вĕренме кĕрсен ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине çырăнать. Каярах ăна шăпа Чăваш патшалăх педагогика институтне илсе çитерет. Унта спортсмена Евгений Селиванов /хальхи вăхăтра - ЧР самбо федерацийĕн ертÿçи/ асăрхать, ăна вăл самбо секцине пыма сĕнет. Çавăнтан пуçласа çамрăк спортсмен республика тата çĕр-шыв ăмăртăвĕсене хутшăнать, самбистсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕсенче çĕнтерÿçĕ ятне икĕ хут тивĕçет. Паян СССР спорт мастерĕ тренер ĕçĕнче вăй хурать, вăл самбистсемпе дзюдоистсене, кĕрешÿçĕсемпе сумоистсене хатĕрлет.

Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Николай Петрова республикăра кĕрешÿ тата сумо енĕпе уйрăм секцисем çукки канăç памасть. «Чăваш Ен спортсменĕсен пысăк çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр, анчах вĕсене малалла аталанма майсем туса памаççĕ. Çавăнпа секцисем кирлех. Тен, хăçан та пулин кĕтсе илетпĕрех», - шанăçне çухатмасть тренер.


Егор АНДРЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.