ТАСАТМАН ХĔВЕЛÇАВРĂНĂШ ÇĂВĔ

21 Кăрлач, 2015

Хĕвелçаврăнăш çăвĕ пуç ырат¬нипе, фронтитпа, тромбофлебитпа, хырăмăлăхăн, пыршăлăхăн, чĕрен, ÿпкен, пĕверĕн вăрах чирĕсемпе, хĕрарăм чирĕсемпе, шăл ыратнипе, ытти чирпе аптрасан сипленме пулăшать. Çавăн пекех вăл усал шыçăран витĕмлĕ хÿтĕленине те палăртаççĕ

Чи анлă сарăлнă меслет - ирхине выç хырăмла тата каçхине çывăрас умĕн 1 апат кашăкĕ тасатман хĕвелçаврăнăш çăвне 10-12 минут ĕмни. Çу çăварта шĕвелсе кайсанах ăна сурса пăрахмалла, çăвара шывпа чÿхемелле.

Шута илме: çăва çăтма юрамасть, ĕмнĕ май вăл организмри шлаксене туртса илет.

Сывалассине хăвăртлатма çăва кунне темиçе те ĕмме юрать. Сиплев курсĕ - сывлăх палăрмаллах лайăхланиччен

Сиплев вăхăтĕнче чир нумай çынсем хăйсене япăхрах туйма пултараççĕ. Ку йĕркеллĕ, çăва ĕмме пăрахмалла мар, малаллах сипленмелле. Канăçсăрланни хăвăрт, икĕ-виçĕ кунранах иртет. Вăрах чирсенчен нумай вăхăт, çулталăкран ытларах та сипленмелле.

Хăлха ыратсан. 3 тумлам хĕвелçаврăнăш çăвне 1 тумлам герань сĕткенĕпе хутăштармалла. Çак хутăшра пĕтĕрнĕ мамăка йĕпетмелле те хăлха шăтăкне çур сехете чикмелле. Процедурăна кунне пĕрре каçхине çывăрма выртас умĕн тумалла. Курс - сываличчен.

Ÿт шăтсан. Çăва кĕленчене ямалла, пăкăламасăр шыв мунчине лартса пĕр сехет пиçĕхтермелле. Сивĕнсен ăна сиенленнĕ ÿте сĕрмелле. Процедурăна кунне 2-3 хут тумалла, сываличченех сипленмелле.

Ревматизм. 100 миллилитр хĕвелçаврăнăш çăвне 50 миллилитр нашатырь спирчĕпе хутăштармалла. Кунне 2-6 хут 1-ер апат кашăкĕ хутăшпа ыратакан вырăнсене сăтăрмалла. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

Пыршăлăх шыçсан, атеросклерозран хÿтĕленме. Кунне ви¬çĕ-тăватă хут 1-2-шер апат кашăкĕ хĕвелçаврăнăш çăвĕ ĕç¬мелле.

Чĕркуççи артрозĕ вĕрĕлсен ыратнине чакарма. Хĕвелçаврăнăш çăвĕпе урасене пÿрнесенчен пуçласа пĕçĕ сыпписем таранах сăтăрса хăпармалла. Е 1 пай бодяга порошокне 30 пай хĕвелçаврăнăш çăвĕпе хутăштармалла. Каçсерен çывăрма выртас умĕн ыратакан вырăнсене сăтăрмалла. Унтан ăшă япалапа чĕркемелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Урасенчи юн çаврăнăшĕ пăсăлсан, утайми пулсан. 1 стакан хĕвелçаврăнăш çăвне стаканăн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ вĕтетнĕ лавр çулçи ямалла, тĕттĕм вырăнта ултă кун лартмалла. Çупа ăшă ванна хыççăн урасене сăтăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.