Тасалса тирпейленсе илемлентĕр ял-хула

23 Ака, 2015

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен республикăра «Экологи-Хăрушсăрлăх-Пурнăç» лозунг витĕмĕпе Экологи хăрушсăрлăхĕн кунĕсем иртеççĕ. Патшалăхпа муниципалитет органĕсем, мĕнпур харпăрлăхлă предприятисем çак икуйăхлăхра ял-хулана тирпей-илем кĕртеççĕ, йăлари хытă каяша тиесе полигона ăсатаççĕ, çăлкуçсене тасатаççĕ, йывăç-тĕм лартаççĕ. Экологи пĕлĕвĕн, Биологи тĕрлĕлĕхĕн, Тавралăх хÿтĕлевĕн кунĕсене, Пĕтĕм тĕнчери парксен маршне йĕркелеççĕ. Чăваш Ен Раççейри «Çĕнтерÿ вăрманĕ», «Симĕс хум» акцисене, Йывăç лартмалли тата шăвармалли куна хутшăнĕ. Пуçласа «Экодесант - таса тавралăхшăн» тата «Çĕнтерÿ хунавĕсем» акцисем, Регионсен хушшинчи «Пире çак тĕнчене упраса хăварма пилленĕ» фестиваль пулĕ.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсем икуйăхлăхра тумалли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Хăйтытăмлăх органĕсем общество вырăнĕсене тирпейлеççĕ. Вĕсене тасатас тĕллевпе Шупашкар хула администрацийĕ те йышăну кăларнă.

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕ» АУО коллективĕ Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине хатĕрленсе предприяти таврашне тасатать. Мария Судакова совхоз ертсе пынипе ĕнер Елена Прохорова, Людмила Смирнова, Глафира Томашева /пурте - комплекс ветеранĕсем/, Максим Петров, Виктор Каргин тата ыттисем тĕрлĕ çÿп-çапа пуçтарса купаларĕç.

Предприяти ĕçченĕсем хăйсен лаптăкне çуллен илем кĕртеççĕ. Чăн та, юлашки çулсенче Пичет çуртĕнчи пÿлĕмсене тара илсе йышăннă вун-вун организаци çыннисем вĕсем йĕркелекен субботнике хутшăнмаççĕ. Ĕнер те курăнмарĕç.

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕçлĕ çулçÿреврен таврăнсан Беларуçри хула-ял тасалăхне уйрăммăн палăртрĕ. Хамăр пурăнакан вырăна тирпейлес тĕлĕшпе белоруссенчен пирĕн юлмалла мар.

Хускатнă сăмаха анлăлатса çакна та каласа хăварассăмăр килет: хамăр пурăнакан вырăна тасатса тирпейленĕ чухне асăрхануллă пулăр, типĕ курăкпа хăрăк-турата вут чĕртсе ан çунтарăр, ятарлă вырăнсене тиесе ăсатăр.

Юрий СЕРГЕЕВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: