Тасалăх, тирпейлĕх хамăр сывлăхшăн

19 Ака, 2017

Çĕршыв шайĕпе пурне те калаçтарать пулин те йăлари хытă каяша экологи хăрушсăрлăхĕсĕр вырнаçтарас ыйту çивĕчлĕхĕ çав-çавах чакмасть. Хальхинче ăна сÿтсе явма Шупашкарта çут çанталăка сыхлакан прокурорсем, экспертсем, общество представителĕсем пухăнчĕç.

Правительство çуртĕнче ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ уçă форумра РФ Генеральнăй прокурорăн заместителĕ Сергей Зайцев Эко­логи çулталăкĕнче каяша пухса этеме сиен кÿмелле мар вырнаçтарнă чухне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Шел те, çĕршывра ăна ку чухнехи технологипе уйăрса тирпейлемелли предприяти те, вырнаçтармалли полигон та çителĕксĕр. Çавна пулах юраман вырăнсенче — вăрмансемпе юхан шывсен хĕрринче, çырмасенче — çÿп-çап куписем çĕкленеççĕ кăна мар, йышланаççĕ те.

— Тĕллеве пĕрлехи вăйпа çеç татса парăпăр. Влаç тата тĕрĕслев-надзор органĕсене кăна мар, общественноçа та явăçтармалла, — терĕ С.Зайцев.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тавралăх тасалă­хĕ­­шĕн кĕрешессишĕн Чăваш Ен­ре пысăк тимлĕх уйăрнине, каяша уйăрса тирпейлес тата вырнаçтарас тытăма лайăхлатсах пынине, ĕçмелли шывпа сывлăшăн, тăпра сийĕн тасалăх пахалăхне тĕрĕслесех тăнине палăртрĕ. Çакă республикăна РФ субћекчĕсен экологи рейтингĕнче малтисен йышĕнче çирĕпленме май панă. Тĕп хулан шыв тасатакан «Заовражная» станцийĕн, биологи тасату хатĕрĕсен, Çĕнĕ Шупашкарти коммуналлă хуçалăхсенчи хытă каяшсен полигонĕн ĕçĕнчи пуян опычĕпе паян Раççей регионĕсенче анлăн усă кураççĕ.

Республикăра Экологи çулталăкĕнче пурнăçламалли планра пĕлтерĕшлĕ мероприяти чылай. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче каяша уйăрса тиесе яракан станцисене тума палăртнă. Чăваш Ен «Таса çĕршыв» программăна хутшăнса 380 млн тенке тивĕçнĕ. Çак укçапа Питтукасси ялĕ çывăхĕнчи Шупашкар полигонне кăçалах рекультиваци тума тытăнĕç. Çĕнĕ Шупашкарти биологин тасату хатĕрĕсен иккĕмĕш тапхăрне тума палăртнă.

Экологи проекчĕсене пурнăç­лани тавралăха санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчен йĕркелеме, пурнăç пахалăхне лайăхлатма май парĕ. Тасалăхпа тирпейлĕх хамăр сывлăхшăн-çке.

Атăл тăрăхĕнчи регионсен хуш­­­шин­чи çут çанталăка сыхлакан прокурор Вениамин Селифанов тĕл пулма Чăваш Ене ăнсăртран суйласа илменнине пĕлтерчĕ.

— Эпир яланхи йăлапа вырăнта çителĕксĕр ĕçленине палăртаттăмăр, ăна пĕтерме тивĕçлĕ мерăсем йышăнаттăмăр. Кунта пачах урăхла. Республикăна патшалăх влаçĕн органĕсем производствăри тата йăлари каяша çынсене, тавралăха сиен кÿмелле мар вырнаçтараççĕ. Хальхи вăхăтри завод çĕнĕ технологипе ĕçлет. Пурнăçланакан проект опычĕпе Раççейри ытти субћект усă курма тивĕç. Чăваш Ен ку енĕпе — лидер, — терĕ.

В.Селифанов тавралăх тасалăхĕшĕн кĕрешес енĕпе саккунсене епле пăхăннине прокуратура тăтăш тĕрĕслесе тăнине палăртрĕ. Атăл бассейнĕн территорийĕнче юлашки 2 çулта прокурорсем саккуна пăснă 12 пин тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Виççĕмĕш пайне — федерацин Атăлçи округĕнче. Должноçри 2,5 пин çынна администраци тĕлĕшпе явап тыттарнă. Саккуна пăхăнманнин сăлтавĕсенчен чи малтан çаксене асăнмалла: санкцилемен çÿп-çап куписене пĕтерме мерăсем йышăнманни, полигонсенче саккуна уяманни, йăлари хытă каяша йышăнма полигонсем çителĕксĕрри... ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе Питтукасси ялĕ çывăхĕнчи полигонпа усă курма чарнă, рекультиваци тума хатĕрленеççĕ. Пăрачкавпа Элĕк районĕсен прокурорĕсем хутшăннипе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем санкцилемен 14 çÿп-çап купине пĕтернĕ. Кунашкал тĕслĕх татах та пур.

Михаил Игнатьев форума пĕ­тĕм­летнĕ тата журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май çакăн пек тĕслĕх илсе кăтартрĕ.

— Халăх тасалăхшăн, йĕркелĕхшĕн. Анчах тÿлев çинчен аса илтерсенех шухăша каять. Çемьере виççĕн пурăнаççĕ тейĕпĕр. Хваттершĕн уйăхсерен вăтамран 5 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Йăлари хытă каяша илсе кайнăшăн чи нумай 2% пулсан 100 тенкĕ çеç тÿлемелле. Ку сумма сăмахламалăх та çук. Çав вăхăтрах кашни тăваттăмĕш çемьене патшалăх хваттерте пурăннăшăн тÿлеме пулăшать.

Тасалăхшăн кĕрешесси кашнин тивĕçĕ пулнине манар мар. Унсăрăн таврара нихăçан та йĕрке пулмĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.