Тарпа çĕнсе илнĕ хисеп сумлă

Патăрьел районĕнчи Туçари Мордвиновсем - ялти хисеплĕ çемьесенчен пĕри. Венямин Григорьевичпа Валентина Николаевна - сăпайлă, ĕçлĕхлĕ, кăмăллă... Ачисене те хăйсем пек пулма вĕрентнĕ. «Икĕ алла усса çÿреме юраман» ăнлав вĕсен йăхран-йăха куçса пырать.

В. Мордвиновăн ашшĕпе амăшĕ - Григорий Петровичпа Федосия Петровна - 9 ача çуратнă. Анчах чир-чĕре пула хăшĕ-пĕри пĕчĕклех вилнĕ. 3 ывăлĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, иккĕшĕ - Александрпа Никандр - таврăнайман. Мефодий яппун вăрçинче те пулнă. Ăна шăпа тăван тăрăха чĕрĕ-сывă килме пилленĕ.

Колхоз юхăмĕ пуçлансан Мордвиновсем пĕрлĕхлĕ хуçалăха кĕреççĕ. Ачисене те ĕç çумне ир çыпăçтараççĕ. Веня та ашшĕнчен шит юлмасăр çÿренĕ. Вăл пушăтран пăяв явнă, çăпата хуçнă, пушмак туса тĕлĕнтернĕ. 10-11 çул тултарсан вăкăрпа, лашапа хирсене сÿрелеме кайнă, кĕлте, утă-улăм турттарнă.

1958 çулта Венямин Григорьевичăн салтак ячĕ тухать. Вăл Украинăри Коваль хулинчи çар чаçĕнче службăра тăрать. Çулталăк хĕсметре пулнă хыççăн ăна, пултаруллă та тимлĕ салтак пулнине кура, урăх полкран килнĕ Коваленко капитан хăйĕн патне илсе каять. Туçа каччи çапла майпа уйрăм пая лекет. Кунта та вăл хăйне лайăх енчен кăна кăтартать, юлташĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

Çартан 1961 çулта таврăнсан В.Мордвинов Канашри механизаторсен шкулĕнче вĕренет. Документ илсенех тăван яла таврăнать, колхозра Т-40 тракторпа ĕçлеме пуçлать. Каярах шоферсен курсне пĕтерет. Çакăн хыççăн бензин турттаракан автомашина рулĕ умне ларать, техника паркĕнче аппаратчикра, аккумуляторщикра тăрăшать.

Мордвиновсем питĕ ĕçчен пулнине маларах та палăртнăччĕ. Вĕсене вĕлле хурчĕсемпе танлаштарас килет, тул çутăличченех вăй хума тытăнаççĕ те каç пулсан тин пушанаççĕ. Картиш тулли выльăх усранăран канса ларма та вăхăт çук. Çавăн пекех хурт-хăмăрпа та кăсăкланаççĕ. Вĕлле шучĕ чылай. Пушă чухне Венямин Григорьевич йывăçран тĕрлĕ япала касса ăсталать. Вăл Туçари чиркÿ валли мĕн кăна туса паман! Турăшсен рамисенчи эрешсем тÿрех тыткăнлаççĕ. Унăн ĕçĕсене Патăрьелĕнчи кĕлĕ çуртĕнче те курма пулать. Чăннипех унăн алли ылтăн!

Çÿпçине кура хупăлчи теççĕ. Венямин Григорьевичăн арăмĕ те, Валентина Николаевна, питĕ маттур хĕрарăм. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе фермăра тăрăшнă. Хисеплĕ мăшăр пĕр-пĕринпе шăкăлтатса 51 çул пурăнать. 3 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Саша, ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрринче тĕпленнĕ. Надя çемйипе Мускавра пурăнать. Олег, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе, тĕп килпе юнашар кермен пек çурт хăпартнă. Çак ял хĕрнех качча илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Туçари чиркÿре вăй хураççĕ. Мордвиновсем мăнуксенчен те пуян.

Кашни çуркуннех килĕшÿллĕ çак мăшăр пурăнакан пÿрт айккине чĕкеçсем йăва çавăраççĕ. Пĕчĕк кайăк усал çынсем патĕнче хÿтлĕх шырамасть теççĕ. Вĕсем те ăш кăмăллисем ăçта пурăннине пĕлеççĕ.

А.Фролов.

о. павлова сăн ÿкерчĕкĕ

А.Фролов

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.