Тарифсем ÿснĕ

2 Утă, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту — утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем пысăкланни.

«Тарифсем пысăкланчĕç — инфляцирен ытла мар. Сахал тупăшлă категорисене уннчен те субсидисемпе пулăшнă, малашне те çаплах пулĕ», — терĕ Михаил Игнатьев. Канашра сивĕ шыв тарифĕ самай, 12% чухлех, ÿсни пирки каланă май Михаил Васильевич унта халăха шывпа тивĕçтерес енĕпе йывăрлăхсем пулнине аса илтерчĕ.

Çак кунсенче те аварисем пулнă — 10 пин çын вăхăтлăха шывсăр юлнă: «Çак шăрăхра пĕр сехетлĕхе шыв пулмасан та — мĕнешкел йывăр!» Çавăнпа та шывпа тивĕçтерессине лайăхлатмалли инвестици проектне пурнăçламаллах. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 12 млн тенкĕпе танлашать, кăçал 2,7 млн тенкĕ хывма палăртнă.

 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме