Тарифсем çулла ÿсеççĕ

17 Пуш, 2016
ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи пĕрремĕш çур çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсем улшăнмаççĕ, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи пекех юлаççĕ. 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара вăтамран 4,4 процент ÿсмелле.

Ăшăшăн 2,4-13,7 процент хакланĕ. Сивĕ шывшăн, таса мар шыва юхтарса кăларассипе çыхăннă пулăшушăн 0,5-25 процент хăпарĕ. Халăха ваккăн сутакан çут çанталăк газĕн хакĕ 2 процент ÿсме пултарĕ. Электроэнергишĕн 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хулара пурăнакансен - 2,98 ?кВт с.%, ял çыннисен 2,09 тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче коммуналлă пулăшу тÿлевĕ Чăваш Енре чи пĕчĕкки шутланнă. Сахал тупăшлă çемьесем субсидипе усă курма пултараççĕ.

 

Рубрика: