Тăрăшуллисене пулăшĕç

20 Юпа, 2016

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Дорэкс» АОра тата «СЛАВУТИЧ» ОООра пулнă.

Михаил Игнатьев «Дорэкс» коллективне тĕп хулари урамсемпе çулсене пăхса тăрас енĕпе çулталăк тăршшĕпех тăрăшуллă пулнăшăн тав тунă. Вăл предприяти ăнăçлă аталаннине палăртнă. Паян пурнăçламалли ĕçсен контракчĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 800 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Михаил Васильевич муниципалитет контракчĕсемпе кăна çырлахмасăр çитес çул çак виçене 1 миллиард тенкĕрен ирттерме сĕннĕ.

Вăл ЧР Çул-йĕр фондне кăçал федераци бюджетĕнчен 1 миллиард та 14 миллион тенкĕ уйăрса пани çинчен каланă. Мускав республика бюджетне çирĕплетме уйăракан укçа 2017 çулта чакмĕ, вăл çулсене аталантарма, çав шутра çул-йĕр службин ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма та кайĕ.

АО директорĕ Владимир Филиппов каланă тăрăх — çитес хĕллехи тапхăрта урамсемпе çулсене юртан тасатмашкăн предприяти ятарлă 81 техника хатĕрленĕ. Хĕл кунĕсенче пăрлак çулсене тасатмашкăн çĕнĕ йышши реагентсемпе те усă курĕç.

«СЛАВУТИЧ» ОООра Михаил Игнатьев апат-çимĕç промышленноçĕ валли оборудовани кăларакан предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Унăн ертÿçи Сергей Мосунов цехсенче экскурси ирттернĕ. Паян кунта туса кăларакан оборудованипе Чăваш Енри апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсем анлăн усă кураççĕ. Çавăн пекех оборудовани республика тулашне те нумай каять: Раççей тата НППП /Молдова, Украина, Грузи, Казах-стан тата ыттисем/ территорийĕсенче, Грецире, Литвара, Латвире — 5 пин ытла саккасçă.

Предприятие патшалăх тĕрлĕ енĕпе пулăшни те ăнăçлă аталанма май парать. Михаил Игнатьев «СЛАВУТИЧ» ООО ĕçне пысăк хак панă, предприяти экспорт енĕпе ăнăçлă ĕçленине палăртнă май республика енчен малашне те пулăшса пыма шантарнă.

Н.ЯКОВЛЕВА.