Тăрăшулăхшăн тав турĕç

28 Çу, 2014

Политика репрессийĕнче шар курнисен республикăри инвалидсен общество организацийĕ пĕрлĕхĕн правленийĕн ларăвне районсене тухса ирттерессине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Хальхинче вăл Улатăрта иртрĕ.

Ларăва тĕп хуламăртан килнĕ хăнасемпе пĕрлех Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин, хула-район халăхне социаллă хÿтлĕх кÿрекен пай ертÿçи Элла Юклютова, хула-район культура пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ирина Благовидова, Владимир протоиерей хутшăнчĕç. Ларура хула администрацийĕпе репрессиленнисен хулари уйрăмĕ синкер тапхăрта судсăр-мĕнсĕр лагерьсене ăсатнисен, унтан таврăнма шăпа пÿрменнисен, каялла çавăрăнса çитсен тĕрлĕ чир-чĕре пула пурнăçран уйрăлнисен ырă ячĕсене тавăрма нумай ĕçленине палăртрĕç.

2009 çулхи утă-çурла уйăхĕсенче хăй вăхăтĕнче шалти ĕçсен Халăх комиссариачĕн район уйрăмĕн территорийĕнче /халĕ "Электроприбор" заводăн/ тарăн виçĕ шăтăкран 1937-1941 çулсенче судсăр-мĕнсĕр персе вĕлернĕ 120 çын юлашкийĕсене чавса кăларнă. Архив хучĕсенчен кашни кунах 35-шер çынна персе вĕлерни паллă. Вĕсем - Улатăр, Патăрьел, Елчĕк тата ытти районта пурăннă хресченсем, вĕрентекенсем, тĕн çыннисем... Вилесене çак шăтăксенче вăрттăн пытарнă, çĕрпе хупласа асфальт сарнă.

2010 çулхи çулла шăтăкран кăларнă çынсен юлашкийĕсене православи тĕнĕн йĕркисемпе тепĕр хут тирпейлесе пытарнă. Çав вырăнта 2012 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, политика репрессийĕсенче шар курнисене асăнмалли кун, мемориал комплексне уçса сăвапланă.

Таса çынсен ырă ячĕсене тавăрма, шар курнисен юлашкийĕсене тирпейлесе пытарма тата вĕсен ячĕпе палăк лартма пысăк ĕçе тунăшăн политика репрессийĕнче шар курнисен республикăри общество организацийĕн правленийĕн ертÿçи Анатолий Марков профессор Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхне Михаил Марискина, хула-район халăхне социаллă хÿтлĕх кÿрекен пай специалистне Елена Хохловăна, хула-район культура пайĕн ертÿçине Вероника Исаевăна, Владимир Теплов протоиерея правленин Хисеп хучĕпе тата Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Чăннипех пысăк ĕç тăвать общество организацийĕ. Республикăри шар курнисен хушамачĕсемлĕ кĕнеке-палăк хатĕрлесе пичетлесе кăларнă, Раççейри тата регионти 13 конкурсра мала тухса пĕр млн ытла тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ, унпа ыр кăмăллăх пулăшăвĕ пама адреслă усă курнă. Пĕлтĕрпе кăçал Чăваш Республикинчи политика репрессийĕн килпетсĕр пулăмне тишкерсе икĕ ăслăлăх конференцийĕ ирттернĕ, вĕсен материалĕсемпе кĕнекесем кăларнă. Ырă ытти пулăм пирки ларура правлени ертÿçи А.Марков, общество организацийĕн Улатăрти уйрăмĕн ертÿçи Ю.Широков, Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ М.Марискин, администраци специалисчĕсем Э.Юклютова, И.Благовидова каласа кăтартрĕç, пурте пĕрле мемориал комплексĕнчи палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Асăну апачĕ вăхăтĕнче пĕр минут шăп тăчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.