Тăрăшсан ту çинче те тулă ÿсет

3 Утă, 2015

ИКĔ ХУТЛĂ КАПМАР ÇУРТПА ЮНАШАР СИМĔС КУРĂК ÇИНЧЕ УРХАМАХ ÇŸРЕТ. ХУШМА ХУÇАЛĂХ УРАМ ВĔÇĔНЧЕ ВЫРНАÇНĂ МАЙ ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХЕ ÇŸРЕМЕ ИРĔКЛĔ.

Чун киленĕвĕ

- Кунта лаша кăна, ĕне выльăх атте-аннен хушма хуçалăхĕнче, - терĕ Канаш районĕнчи Тăрăнри Татьяна Захарова. - Лашасене ачаранах юратнă. Вĕсене утланса чупни асрах-ха. Халĕ ачасем хаваспах ярăнаççĕ. Хуçалăхра лашасемпе усă куратпăр. Çапах урхамахсене чи малтан чун киленĕвĕшĕн, çак чĕрчунсене ытарайманран тытатпăр.

Чаплă çурт-йĕре иртнĕ çулах пурăнма куçнă вĕсем. Унта хулари ырлăх йăлтах пур: газ, ăшă шыв, канализаци. Пурĕ 300 тăваткал метр йышăнать вăл. Çемьере ÿсекен виçĕ шăпăрлан валли вырăн туллиех. Пĕрремĕш хутĕнчех гараж та тунă. Чăн та, тул енчен ĕçсене вĕçлеймен-ха. Кăçал ăна йĕркене кĕртесшĕн. Кермене хăпартма «Çамрăк çемье» программăпа субсиди илнĕ.

- Мĕншĕн тăван ялтах, Аччарах, çурт çавăрас темерĕр? - ыйтатăп унран.

- Çурт çавăрма çĕр илес умĕн таçта та çитсе пăхрăмăр. Çапах чи малтан ачасем пирки шутламалла. Вĕсене аталанма, вĕренме условисем пулччăр. Тăрăнри çĕнĕ урам уйрăмах кăмăла кайрĕ: асфальт çул, газ юнашар. Пĕр урамра кăна çула çитмен 13 ача. Апла пирĕннисене те кичем пулмĕ. Çынсем тарават, пĕр-пĕрне тĕл пулсан яланах сывлăх сунатпăр.

- Хула çынни пулнă май ялах чун туртатчĕ. Ирĕклĕ, лăпкă вырăнта пурăнма ĕмĕтленеттĕм. Çемье çавăрнă хыççăн хулари хваттере сутса яла куçрăм, мăшăрпа фермер ĕçне кÿлĕнтĕм, - пĕлтерчĕ Сергей Захаров.

Сăмах май, унччен Татьяна Канашра водитель-инструкторта ĕçленĕ. Пулас мăшăрне те ĕçре тĕл пулнă. Водителе вĕренекен каччă хĕр-инструктор патне лекнĕ. Йĕкĕт водитель правине илсен те пикене куçран вĕçертмен, çемье çавăрнă.

Ăруран ăрăва

Ачча ялĕ аякра вырнаçнă пулин те, Захаровсем кулленех çула тухаççĕ. Ара, кунта вĕсен фермер хуçалăхĕ-çке. Вунă ытла ĕнене ашшĕ-амăшĕн килĕнче тытаççĕ. Халĕ çу кунĕсенче выльăх-чĕрлĕх улăхра, симĕс курăк çинче. Çамрăк çемье ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсать темелле. Верăпа Василий Григорьевсем хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, 3-4 ĕне тытнă. Хастар хĕрĕ те вĕсенчен юлас темен, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе 1 млн та 200 пин тенкĕлĕх гранта илме тивĕçнĕ.

- Выльăх апачĕ хатĕрлеме техника çителĕклех, çĕр те 110 гектар, - каласа парать фермер.

Паллах, хушма хуçалăхра ун чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытаймăн. Пахчара та ферма туса лартаймăн. Çемье панкрута тухнă «Родник» хуçалăхăн пысăк складне туяннă. Пăхса тăманнипе вăл самай юхăнма ĕлкĕрнĕ. Тимĕр çивитти те унтан-кунтан шăтнă. Халĕ ăна склад вырăнне усă кураççĕ.

- Укçана ферма тума, техника çĕнетме ярасшăн. Склада юсасан тырă, выльăх апачĕ упрама пулать. Аякка кайса та çÿремелле мар, - пĕлтерет шухăш-тĕллевне фермер. - Çутă кĕртмелле, шыв валли çăл чавмалла.

Хуçалăх йĕркелеме шăпах меллĕ вырăн. Юнашарах такăр çул иртет. Выльăх-чĕрлĕхе çÿретме те ирĕклĕ. 34 гектар лаптăка кĕтÿ çÿретме уйăрасшăн. Ĕнесене электрокĕтÿçпе ?выльăх çÿретекен вырăна электропăралук карса вăйсăр ток яни% хуралласшăн. Ăна вырăнтан вырăна куçарма та меллĕ.

Хальлĕхе хуçалăхра çемьепех ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çĕнĕ ферма хута кайсан ял çыннисене те ĕçе явăçтарасшăн.

- Лайăх тупăш илес тесен ĕне йышлă усрамалла. Унсăрăн тăрăшнин усси сахал, - терĕ маттур хĕрарăм.

Çамрăк çемье тĕпренчĕкĕсене те ачаранах ĕçе явăçтарма тăрăшать. Йывăр лава пĕрле туртма та çăмăлрах çав.

Лашине кура тихи тенĕ. Апла фермер хуçалăхĕ малашне те ăруран ăрăва куçса аталанса пырĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.