Тăрăшсан чăрмав та сирĕлет

Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕ çумĕнчи экономика канашĕн ларăвне ирттерчĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов Чăваш Енре çут çанталăк газĕпе мотор топливи вырăнĕнче ытларах усă курма пуçласси, техника хатĕрне газпа ĕçлеттерме пуçламалли пилот проекта хутшăнасси еплерех пынине пĕлтерчĕ.

"Паянхи кун тĕлне пĕр кубла метр хĕстерсе шĕветнĕ газ дизель топливинчен виçĕ хут йÿнĕрех, - терĕ вăл. - Унпа усă курсан пĕр çухрăм çул тăкакĕ 1,5-2 хут сахалрах. Машина моторĕн калăпăшĕ мĕнлереххине тата транспорт çулталăкра миçе çухрăм чупнă тăрăх метанпа 200-800 тенкĕ перекетлеме пулать. Çакна "Чăвашавтотранс" ПУПăн пĕр филиалĕ - Шупашкар ПАТПĕ - 2013 çулхи чÿк-кăçалхи çу уйăхĕсенче çирĕплетрĕ. Кашни техника хатĕрĕ пуçне 400 пин тенке яхăн перекетлерĕ, унăн çулталăкри перекечĕ 600 пин тенкĕ пулмалла. Федераци Правительствин 2012 çулта регионсем валли газпа ĕçлекен автобус, трамвай тата троллейбус туянма субсиди уйăрмалли йĕркене çирĕплетесси çинчен калакан йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр федераципе республика укçа уйăрса "Чăвашавтотранс" валли газпа усă куракан 18 автобус туяннă. Кашни 3,12 млн тенке ларнă. Вăл шутра республика хыснинчен куçарни - 624 пин тенкĕ. Дизель топливипе "авăрлакан" автобус 2,2 млн тенкĕ тăрать. Метан шĕвек углеводородран экологиллĕрех, çунтармалли-сĕрмелли япаласенчен чи хăрушсăрри".

Республикăра налук тытассине йĕркелемелли саккунпа килĕшÿллĕн газпа усă куракан автобуспа, груз турттаракан автомобильпе ĕçлекен организацисемпе предпринимательсенчен кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2020 çулччен кашни лаша вăйĕ пуçне транспорт налукĕ 20 % сахалрах тытаççĕ. Шĕвек газ туяннă тата налук тÿленĕ чух тăкак сахалрах тÿснине кура ÿлĕм газ çунтаракан транспорт ытларах илĕç. Хальхи вăхăтра бензинпа, дизтопливăпа ĕçленине майлаштарса унпа усă курмалла тăвакан та хушăнать.

"Машинăна "метанлама" йывăр мар, - терĕ В.Филиппов. - Ку ĕçе автотранспорта пропанпа ĕçлеттерме хатĕрлекен 10 организаци шутланать. Пурте техника хатĕрне газпа усă курмалла тăвас ĕçе пикенме хатĕр. Вĕсенчен пĕри, "Килĕшÿ" НПП" общество, ку енĕпе паха опыт пухнă".

"ПАЗ" тата "КамАЗ" автомашинăсене метанпа тивĕçтерес тĕлĕшпе сервис кÿрекенсем - асăннă предприяти тата Шупашкарти КамАЗ центрĕ. Министр метанпа çÿрекен транспорт рынокне сарăлма чăрмантаракан тĕслĕхсене те асăнчĕ. Оборудовани вырнаçтарнă автомобиль баллонне пĕрре тултарнипе 150-200 çухрăма çеç çитеетĕн. Апла пулин те ун пек машина вăтамран млн тенкĕ хаклăрах тăрать. Кашни 9 пин çухрăма чупмассерен газ баллонне юсавçăна пăхтарса тăкакланма тивет. Дизтопливăпа усă курмалли хатĕр вырăнне газ çунтармалли оборудовани вырнаçтарса кашни транспортшăн 0,3-1 млн тенкĕлĕх тăкакланаççĕ.

"Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе йывăрлăх пур пулин те баллонпа газ тултармалли станци тăвас, газпа ĕçлекен машина туянас ĕçе вăйлатмалла, - палăртрĕ министр. - Чи малтанах Етĕрнере, Куславккара, Канашра, Улатăрта станци хута ямалла. Шупашкарта пĕрре çеç. Тепре ĕçе кĕртес тĕллев лартмалла. Правительство йышăнăвне пурнăçласа 2020 çулччен Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти пассажирсене турттаракан предприятисен 220 автобусĕнчен, коммуналлă хуçалăхсен техникин 45 хатĕрĕнчен кая мар шĕвек газпа ĕçлеме тытăнмалла".

ЧР Транспорт тата Экономика министерствисем район-хула муниципалитечĕсемпе, тивĕçлĕ организацисемпе пĕрле транспорт туянмашкăн федераципе республика хыснисенчен укçа ыйтса илмелли документсем хатĕрленĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хăй Вăрнарти аш-какай комбинатне ертсе пынă çулсенче автомашинăсене газпа ĕçлеттерес тĕлĕшпе пухнă паха опытпа паллаштарчĕ. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Шупашкарта хальлĕхе газпа усă куракан транспорт сахаллине палăртрĕ.

Республика Пуçлăхĕ канашлăва пуçтарăннисене Раççей Правительстви регионсен умне транспорт отраслĕнче газпа усă курмалли тĕллев лартнине, ăна пурнăçламаллине аса илтерчĕ. Чăваш Ен ĕçе малалла аталантарма "Газпром-газ моторĕн топливи" обществăпа килĕшÿ çирĕплетнĕ. Çĕнĕ автомашинăсем туянма, çак ĕçпе çыхăннă ытти ыйтăва татса пама федераци хыснинчен 2020 çулччен 3,2 млрд тенкĕ килмелле. М.Игнатьев газпа тивĕçтерекен станцисем тăвас, çĕнĕ автомашинăсем туянас ĕçе пуçăнма ыйтрĕ. Чи малтанах унăн сăмахĕсем тĕп хула администрацине пырса тиврĕç. Мĕншĕн тесен Шупашкарта укçаллă предприяти пайтах.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин доклад турĕ. Потребительсен рынокĕнче республикăра тавар туса кăларакансен продукцине ытларах сутма май паракан çул-йĕре тишкерчĕ. Район-хула, республика шайĕнчи суту-илÿ организацийĕсенче вăл пысăк вырăн йышăнать. Федераци сечĕсенче вара ăна çав-çавах хĕсеççĕ. Вĕсем вырăнтисен продукцине питĕ çителĕксĕр йышăнаççĕ. Сăлтавне пĕлес тĕллевпе канашлура "Пятерочка" сетьсен представительне итлерĕç. Вăл республикăра туса кăларакан продукцие ытларах туянас ыйтăва нумай чухне "çÿлтисем" татса панине пытармарĕ. Улатăр районĕнче сутакан кашни 5 кĕленче эрехрен пĕрне çеç /!/ Шупашкар заводĕнче тултараççĕ. В.Аврелькин республика тулашĕнчен тĕрлĕ пахалăхлă алкоголь питĕ нумай, вăл шутра пахасăрри килнине çирĕплетрĕ. Министерство ăна тăрă шыв çине кăларассишĕн полиципе, Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕпе пĕрле ĕçленине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан тивĕçлĕ органсенчен суррогат алкоголь продукцийĕн çулне пÿлме, федераци сечĕсенче Чăваш Енре туса кăларакан продукцие ытларах сутмашкăн май тăвассишĕн çирĕп ыйтма хушрĕ.

Михаил СЕРГЕЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.